13 октября 2012 г.
Районти ял хуçалăхĕсенче 9 уйăхра 269,6 тонна аш-какай, 2176,2 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăтартусем лайăхланнă.
Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕсенче 1324 шултра мăйракаллă выльăх (пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8: ÿснĕ), 932 сысна (104:), 116 лаша (102:), 316 пăру (290:) шутланать. Январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕнесенчен 564 пуç пăру, 100 ĕне пуçне 80 пăру. 1241 (125:) сысна çури, 100 тĕп ама пуçне 899 çура илнĕ.
Районти выльăх-чĕрлĕхĕн талăкри ÿт хушаслăхĕ çапларах: шултра мăйракаллисен – 595, сыснасен – 226 грамшар.
2012-13 çулхи хĕл валли пурĕ 7296 тонна выльăх апачĕ хатĕрленĕ.