Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ фермер

13 октября 2012 г.

ПУЯНКАССИ ял тăрăхĕнче фермер (хресчен) хуçалăхĕсем темиçе те. Вĕсенчен пĕри – "Владислав". Ăна çак ялта пурăнакан Н. Антонов темиçе çул каяллах йĕркеленĕ, вăл начар мар ĕçлесе пырать.

Çĕр лаптăкĕ ытла пысăках мар Николай Витальевичăн, анчах вăл унпа пĕлсе те туллин усă курма тăрăшать. Кăçал фермер, сăмахран, 20 гектар урпа çитĕнтернĕ, ăна вăхăтра, çухатусăр пухса илнĕ. Тухăçне хурламалла мар – кашни гектартан 22-шер центнер. Çавăн пекех, сахăр кăшманĕ те ăнса пулнă, гектартан 200 центнер ытлашшипех тухнă.

Çĕр улми те çитĕнтернĕ фермер. Çу каçа канăçа пĕлменнипе, агротехникăна пăхăннипе "иккĕмĕш çăкăр" лайăх тухăçпа тавăрнă.

Нумай çул ÿсекен курăксем те пур Н.Антоновăн. 5 гектар вĕсем, курăксене икĕ хутчен çулса илсе кирлинчен чылай ытларах паха утă хатĕрленĕ.

– Сутмалăх та пулчĕ, – тет фермер. – Пĕлтĕрхи те юлнăччĕ-ха.

Ялта пурăнакан çын выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнманни пурне те паллă. Николай Витальевичăн та картишĕ пушă мар. Хальхи вăхăтра вăл вунă ама сысна, ăратлă аçа тытать. Сăвăнакан ĕнесем иккĕ, унсăр пуçне тĕрлĕ ÿсĕмри пăрусем – саккăр. Мал ĕмĕтлĕ фермер çитес вăхăтрах çĕнĕ ĕне вити тăвас шухăшлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика