17 октября 2012 г.
РАЙОНТИ тĕп больницăна килекен кашни çын чи малтан регистратурăна пырать. Унта медицина карточкине илет те тухтăр патне васкать. Кунне вун-вун çын регистратура чÿречи умĕнче чарăнать.
Больницăна килнĕ çынсемпе кăмăллăн калаçаççĕ çакăнта вăй хуракансем, кашнин валли ăшă сăмах тупаççĕ. Хăйсен чун ыратăвне те, хуйхи-суйхине та ыттисене кăтартмаççĕ. Чирлĕ çынсен капла та пусăрăнчăк кăмăлне хăр-хар! кăшкăрса та хуçмаççĕ.
Марина Антонова регистратурăра ĕçлеме пуçланăранпа вун пилĕк çул ытла иртнĕ. Çак вăхăт уншăн сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. Ĕçре вăл пĕрле ĕçлекенсемпе савăнăçне те, хуйхине те пайлать. Аслă юлташĕсене Марина Николаевна хисеплет. Унăн ĕçĕпе лешсем те кăмăллă. Маринăн çаврăнуçăлăхĕнчен, пултарулăхĕнчен вара чăннипех те тĕлĕнмелли кăна юлать. Ĕç вырăнĕнче вăл утса мар, вĕçсе çÿрет, чăн-чăн пăрчăканах тейĕн çав. Çепĕç чĕлхи хăть камăн кăмăлне те уçать, йăл кулли – савăнăç парнелет.
Тепĕр чух çынсем ăçта, мĕнле тухтăр патне кĕмеллине те чухласах каймаççĕ. Вĕсене пулăшмаллах вĕт: ăнлантармалла, кăтартмалла. Марина ÿркенмест – пур çĕре те ĕлкĕрет. Ватăсемпе ветерансене кирлĕтухтăр патне çавăтса кайни пĕрре çеç пулнă-и вара;
Марина телейлĕ анне, тирпейлĕ кил хуçи. Ун çумĕнче савнă упăшкипе хĕрĕ. Вĕсем уншăн – пурнăç тĕллевĕ, илемĕ.
М.Антонова тăван тăрăхрах ĕç вырăнĕ тупăннишĕн, ялтах юлнишĕн савăнать. Ара, кунтах унăн тăванĕсем, тус-юлташĕсем.