17 октября 2012 г.
ĔÇРЕ хастарлăх кăтартакансене, вăл е ку отрасльре пысăк ÿсĕм тăвакансене Совет самани вăхăтĕнчех тивĕçлипе хавхалантарма тăрăшнă. 1921 çултах, сăмахран, ĕçре малта пыракансене "Ĕç Геройĕ" грамотăпа чысланă.
Çак ятăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă темелле, ăна тивĕçекенсем хăш-пĕр çăмăллăхсемпе те усă курнă: грамотăпа пĕрле дефицитлă таварсене те панă: кама - атă-пушмак, çăнăх, çи-пуçпа вырăн таврашĕн хатĕрĕ, пусма-тавар.
1927 çулта вара СССРта çак ята официаллă майпа çирĕплетнĕ, ăна ĕç стажĕ 35 çултан кая мар ĕçлекенсене пама йышăннă. Çак ята пăрахăçличчен ку чыса çĕр-шывра 1014 çын тивĕçнĕ. 1938 çулта "Ĕç Геройĕ" ята "Социализмла Ĕç Геройĕ" ятпа улăштарнă, ятарлă ылтăн медаль çирĕплетнĕ.
СССР саланнă хыççăн çак награда та пĕтрĕ. Çĕр-шывра вара хастар ĕçлекенсем халĕ те çук мар. Ахальтен мар пулĕ Раççей Президенчĕн Урал федераллă округĕн полпречĕ Игорь Холмановских "Ĕç Геройĕ" ята çĕнĕрен туса хурас шухăшлă, вăл "Раççей Геройĕ" статуспа пĕр пулмалла. Çакăн пирки вăл "Российская газета" хаçата пысăк интервью панă.