Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сариван

17 октября 2012 г.

Пичĕ-куçĕ тикĕт пек хура пулнăран ăна ялта ... Сариван тесе чĕннĕ. Кулăшла, паллах. Хăй сарă та мар, Йăван та мар. Анчах - Сариван. Çыпçăннă çак сăмах, нимпе те хăйпăтса ÿкереймĕн ăна. Вăл, чăн та, тикĕт пек хура: çÿçĕ тĕттĕм, тĕттĕм те мар - хуп-хура. Икĕ вĕтĕ куç. Вĕсем шап-шурă. Урăх вара - хуп-хура. Чăваш çынниех, таçтан çапла çуралнă, мĕскĕн.

Сариван ялта чи чипер каччă шутланнă. Кам пĕлет, хитрелĕхе темпе-çке виçмелле; Анчах та хĕрарăмсен - хăйсен виçи. Ялти хĕрарăмсем каçса кайсах юратнă Саривана. Çынни тикĕт пек, чикан пек, анчах - юратнă. Ятне те чипер ят панă - Сариван.

Сариван вара хĕрарăмсен юратăвĕпе питĕ те шеп усă курма пĕлнĕ. Пĕрине тепринпе улăштарсах тăнă. Çук, вăрттăн мар, пĕтĕм ял пĕлмелле, çын çинче улăштарнă. Миçе хут авланнине ял-йыш мар, хăй те шутласа кăларайман пулĕ. Авланнă та авланнă Сариван. Ăна тата кашниех каçарнă. Тепĕр çын пулсан, çĕр тĕпне анса каймалла намăса пула. Сариван мухтаннă кăна. Çынсем те мухтанă: вăт пултарать, вăт маттур!

Авланас умĕн Сариван хĕрарăм килне евчĕ янă. Евчи - ку ĕçе пархатарлă тума вĕренсе çитнĕ пахча хыçĕнчи Лисук.

Юлашки арăм килтен тухса кайни çур уйăх çитнĕ çĕре вырăн тупаймасăр кускалакан Сариван Лисука чĕнсе илнĕ.

- Хурăнлăхра тăлăх хĕрарăм Сантăркка пурăнать, теççĕ, - тенĕ хусаха юлнă арçын. - Çавна çураçас шухăш пур. Кайса калаçсан пăсмĕччĕ те...

- Эпĕ - ыранах, - тенĕ Лисук. - Четвĕрт сăмакунне хальхинче камран тупас-ши;

- Кăвак шĕвек ялта сахал-им, тупнă пуçа ватмалли... Атя, кайса кил. Мĕн каламаллине хăв чухлатăн. Ăш вĕресе тухать, пĕр кун пĕр ĕмĕр тамăкра çуннă пек туйăнать...

Тухса утнă вара Лисук çак каçах кÿршĕ Хурăнлăха. Сантăрккана шыраса тупнă та чĕвĕл чĕлхипе кĕвĕ шăрантарнă:

- Сариван тесе чĕнеççĕ. Питĕ шукăль, питĕ шеп арçын. Упăшкам пулмасан, хам та пĕр турткаланмасăрах ун минтерĕ çине пуçа хурса çывăрмалла...

- Апла пулсан, тепĕр эрнинче хăй хăтана килтĕр. Çыннине курмасăрах качча каяс çук. Сариван тетĕн те, сарă пулĕ ĕнтĕ вăл, çÿçĕсем кăтраланса выртаççĕ пуль. Ах! Юрататăп эпĕ саррисене! Пирĕн ялта лаша урапи пек тĕксĕм çынсем кăна та, саррине курсан сар хĕвел пек, сар çу пек ирĕлес килет...

- Юрĕ, ара, юрĕ, халĕ каланă пек пултăр, - тенĕ те Лисук каялла тăван яла тухса шăвăннă.

Чăн та, хĕрарăмăн ăсĕ кĕскерех çав. Сантăркканнисĕр пуçне. Илтетчĕç те Сариван ятне, тепĕр куннех хапха умне çитсе тăратчĕç. Сарă арçынна курма ĕмĕтленетчĕç. Тикĕт тĕслĕ Саривана курсан, каялла çаврăнма тăратчĕç, кăшт шухăшласа тăнă хыççăн унăн килне ярса пусатчĕç. Пурăнкалатчĕç те пĕр яхăн, хутаççисене пухса тăван яла тухса утатчĕç. Пĕри те хăтана чĕнсе курман. Сантăрккасăр пуçне...

Лисук, çав каçах Сариван патне хашкаса çитнĕскер, каланă:

- Çитес эрнере Сантăркка патне хăтана кайма тивет. Унсăрăн качча килместĕп, тет.

- Мĕс-ке-ер; - тĕлĕннĕ Сариван. - Вăтăр авланса та виçĕ хут хăтара пулман эпĕ!

- Пулнă-и, пулман-и, авланасах тетĕн пулсан, каймах тивет...

Сариван нумайччен кĕтеселле пăхса ларнă. "Кирлĕ мана Сантăркка, тата çичĕ Сантăркка та пил çине килĕ-ха", - тесе те шухăшласа пăхнă, анчах та пуçарнă ĕçĕ çапла пĕр чапсăр сÿнсе ларма пултарассишĕн хытах пăшăрханнă. Çĕрĕпе куç хупманскер, шурăмпуç çутипе ăслăран та ăслă шухăш килнишĕн ачалла хĕпĕртенĕ.

"Сарă пуласси мĕн вăл, вăт эс хура пулса çурал та хура пулса пурăн, хĕрарăмсен чĕрисене йĕкĕлте, - тенĕ вăл хăйне хăй. - Сухан хуппи ак халь вĕрететĕп те çÿçе виç хут чÿхетĕп. Сап-сарă Сариван пултăм та!"

Çапла тунă та. Хăй вара çакăнтах пахча хыçĕнче пурăнакан Лисук евчĕ патне хăйне кăтартма васканă. Лешĕ Хурăнлăхран çитсен ывăннă енне ĕнер сăмакун черккине самаях пушатнă иккен, урăм-сурăм уткаласа пахчаналла тухнăччĕ кăна вăл, ăна хирĕç Сариван уттипе темле арçын килнине асăрханă. Хăй чикан пек хуп-хура, çÿçĕ-пуçĕ вара - йĕтĕн пек сарă.

- Мĕкĕте, Мĕкĕте! Мана шуйттан тытать! - тесе кăшкăрса янă та Лисук пÿрте кĕрсе чăмнă. Унтан Мĕкĕте ик кĕпçеллĕ пăшалпа хашкаса тухнă.

- Мĕн эс, Мĕкĕте, - ик аллине çÿлелле çĕкленĕ Сариван. - Сариван эпĕ, чăн Сариван!

- Тăрнаккай эс, Сариван мар, - тенĕ лешĕ пăшалне çĕрелле илсе. - Ман Лисукпа ĕмĕрĕпе çынна култарса пурăнатăр.

Çакăн хыççăн ялта Саривана Тăрнаккай тесе чĕнме пуçланă. Хитре те илемлĕ ят унран уйрăлнă... Тек вăл авланма та шутламан... Хусаххăнах кунпа çĕре ирттернĕ. Салхуллăрах çÿренĕ.

Пĕр кунхине ял уничинче пысăк çыхă йăтнă хĕрарăм курăнса кайнă. Пĕрремĕш çынна курсанах вăл çапла ыйтнă:

- Сирĕн ялта Сариван хăш урамра пурăнать-ши;

- Сариван, Сариван... - мăкăртатнă лешĕ. - Пурăнма пурăнать-ха вăл. Кунтан инçех те мар... Анчах... Халĕ ăна Тăрнаккай тесе чĕнеççĕ.

- Пурпĕрех-иç. Тĕлне кăтартса ярăр-ха.

Ку вăл Хурăнлăхри Сантăркка пулнă. Шыранă арçын килĕ умне çитнĕ те хăюсăррăн шакканă. Лешĕ васкамасăр кăштăртатса тухнă. Сантăркка, сарă арçынна курма ĕмĕтленнĕскер, чикан пек хура арçынна курсан малтанах питĕ тĕлĕннĕ, вара, шăтарасла пăхса тăнăскер, хаш! сывланă та каланă:

- Хура пулсан та - Сариванах...

Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланă. Халĕ те пурăнаççĕ, пĕр-пĕринчен уйрăлма пачах шутламаççĕ. "Манăн Сариван", - тет ăна Сантăркка, çынсем умĕнче хытă-хытă ыталаса. Ял-йыш та Саривана каллех Сариван тесе чĕнет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика