20 октября 2012 г.
Итленĕçем шухăша кайрăм. Чăнах та мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха вĕсем; Халĕ ытла та хăвăрт ывăнатпăр-çке. Тен, пушă вăхăт нумайрах пулнăран кахалланса пыратпăр; Ĕçлессишĕн питех çунмастпăр. Ĕç çук тетпĕр те лăпланатпăр. Анчах çакăнпа килĕшме пулать-и-ха; Ĕçлес текен валли ĕç тупăнатех. Ăна шырама, тупма кăна пĕлмелле. Хамăршăн хамăр тăрăшмасан пире никам та алăран çавăтса ĕç патне илсе пымасть. Акă район администрацийĕнче ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлтерчĕç. Бухгалтер, водитель профессиллĕ çынсем унта вырнаçма пултараççĕ. Çавăн пекех районта тухтăрсемпе рабочисем те çитмеççĕ.
Мĕншĕн çамрăксем хулара вĕреннĕ хыççăн яла таврăнса ĕçе пикенесшĕн мар; Хулара пурнăçĕ çăмăлрах-ши; Çакăнпа килĕшесех килмест. Унта ялтан пынисем валли янтăласа, хатĕрлесе хуман. Пурăнмалли кĕтесшĕн те сахал мар тÿлемелле, апат-çимĕçшĕн те аванах укçи-тенки тăкакланать. Ялтан илсе кайнă пахча çимĕçпе улма-çырла нумаях çитеймест. Кил-çурт таврашĕнче, пахчара ĕçлемелле мар ĕнтĕ, çав енчен лайăх. Канлĕн кăна капăр хула урамĕсемпе парксенче уçăлса çÿреме май пур. Анчах пурте ялтан тухса кайса пĕтсен вунă-вун пилĕк çултан çуртсем пушанса юлма пуçламĕç-ши; Капла та ялсенче çамрăксен шучĕ чакса пырать, ун чухне чÿречесенче ватăсен сăнĕсене кăна курăпăр. Урамсенче хуллен карчăксемпе стариксем лăкăштатĕç. Çук, çакнашкал ÿкерчĕке хамăр тăрăхра курас килмест. Çавăнпа та хĕрсемпе каччăсен çуралнă килтен писес марччĕ. Ĕç шыраса, вăрăм укçа хăваласа атте-аннене хăйсене кăна хăварар мар. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать теççĕ. Майне-шывне пĕлсен ялтах сыпăнтарса пурăнма пулать.
Килĕрен тенĕ пек пĕр гектара яхăн çĕр те илнĕ çынсем. Унта ытларахăшĕ нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтерет. Утă-улăм выльăх валли кирлĕ. Анчах мĕншĕн-ха эпир кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансем пек ĕçлеме вĕренесшĕн мар; Ĕç çук тесе йĕрсе пурăнакансен хăйсен пахчинче севок сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман акса çитĕнтермелле. Çак пахча çимĕçсен сутлăх хакĕ йÿнĕ тесе калаймăн. Ÿркенмелле кăна мар, тăрăшсан самаях укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулать. Ял çыннине хăть те хăçан та тăрантарнă. Çавăнпа та унран писер мар.
"Ялта çерçи выçă вилмест", – тенĕ ваттисен сăмахне çĕр-çĕр çул иртсен те тÿрлетсе урăхла калаймăн. Çакна кăна калас килет: эпир çитмен çĕрте – пур çĕрте те лайăх, анчах тăван кĕтесре тата лайăх.