20 октября 2012 г.
ĔЛĔК чăваш уявсене сăрапа çеç ирттернĕ. Нÿхрепре ларакан сăра пичĕки яланах тулли тăнă темелле. Хăна-вĕрле кил-çурта килсе кĕрсен кил хуçи хĕрарăмĕ кăкшăм йăтса нÿхрепе сăра илме аннă. Пысăк ĕç хыççăн кĕрекере ларакансене хăмла сăрипе сăйланă.
Халĕ вара чăвашăн нÿхрепĕсенче сăра кăпăкланса лармасть ĕнтĕ. Ăна пысăк уяв тĕлне вĕретекенĕ вĕретет, вĕретменни лавккаран туянать. Чăнах та, паян хăмла туса илекен ял хуçалăхĕсен шучĕ чакнă, хăмла хăйĕн хăватне çухатрĕ ахăр. Никама кирлĕ мар культура пулса юлчĕ.
Уйрăм çынсен пахчисенче те "ши! кайрăм, пи! кайрăм" тесе явăнаканскере питех кураймăн. Хăмлан ĕçĕ те нумай ĕнтĕ. Ара, тепĕр тесен, сăра ĕçтерсе паян никама та тĕлĕнтереймĕн. Сĕтел çинче "симĕс çĕлен" чашкăрса ларнă чухне мĕне кирлĕ пире хăмла шывĕ. Эрех-ханшине ĕçсен этем шуйттанла та çухăрать, упалла та мĕкĕрет, ачалла та макăрать... Ÿсĕр çынсем пÿртре пур чухне пĕр-пĕр паллă театрăн артисчĕсенчен те ирттереççĕ тупата. Мĕнле хăтланма пĕлеççĕ тульккăш. Урăлла ташламан çын та черкке хыççăн черкке пушатнă май çăмăллăнах кĕвĕ май сиккелет. Тата мĕнлерех хуçкаланаççĕ, пăхса ытармалла мар. Эрехне ĕçсен чир-чĕр те манăçăнать пулĕ çав.
Уяв ялан юрласа-ташласа иртсе кайсан тем пекехчĕ те çав. Анчах ĕçкĕ нумай çынна харкашу-çапăçу патне илсе çитерет. Кун пек чухне инкек пуласси те инçе мар. Ытлашширех ĕçнĕ черкке этеме шуйттана çавăрать пулас. Преступлени патне те ним мар илсе çитерет. "Симĕс çĕлен" вара хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет-тĕр, ĕçне тĕплĕн пурнăçлать, çăмăллăнах ураран ÿкерет, чире ярать. Этем вара пурпĕрех эрех-ханшаран сивĕнмест, ытларах ĕçет тесен тĕрĕсрех те пулĕ. Кашни куна уяв тума тăрăшать-çке халăх. Тĕрлĕ сăлтав тупса кĕрекене ларма васкать. Енчетрен пĕрре, пысăк уявсенче кăна ĕçекенсене ăнланма пулĕ-ха. Анчах та "симĕс çĕленсĕр" пурăнма пултарайманнисене ăнланма хĕнтерех.
Çук, эрех-ханшана хурласа сăрана мухтасшăн мар. Лешĕ те, ку та этемĕн организмне аванах хавшатаççĕ. Çавăнпа та эрех-сăрапа туслашма кирлех-ши;