20 октября 2012 г.
Çурт-йĕре шута илесси, харпăрлăха куçарасси, документсене йĕркелесси – çивĕч ыйтусенчен пĕри. Нумаях пулмасть куçман пурлăха шута илес йĕрке улшăннă. Çĕнĕлĕхпе Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн çумĕ Татьяна Расколова паллаштарать.
– Çĕнĕ строителсьтво объекчĕсене урăхла шута илеççĕ тенине илтнĕ. Мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ши;
– Çапла, патшалăх çурт-йĕрне, сооруженисене, туса пĕтермен строительство объекчĕсене (çĕнĕ строительство объекчĕсене) тепĕр майлă шутлаççĕ. Çĕр-шывăн 39 субъектĕнче унпа усă кураççĕ те ĕнтĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ытти субъектра, çав шутра пирĕн республикăра та, вăя кĕмелле.
Унăн тĕллевĕ – çĕнĕ строительство объекчĕсене кадастр учетне илме хатĕрлесси. Çакна 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнмалла.
Малашне çĕнĕ строительство объекчĕсене шута илессине тата кадастр паспортне парассине техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ) кăна мар, Ростреестрăн федераци кадастр палатин Чăваш Енри филиалĕ пурнăçласа пырĕ. Унччен кадастр палати çĕр лаптăкĕсене çеç шута илнĕ. 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен çурт-йĕре, сооруженисене, туса пĕтермен строительство объекчĕсене те шутлама тытăнĕç.
Çĕнĕ объектăн кадастр паспортне илме унăн техника планĕ кирлĕ. Ăна БТИ сотрудникĕсем те, кадастр инженерĕсем те тума пултараççĕ. 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн вара – кадастр инженерĕсем çеç.
Çĕнĕлĕх çĕр лаптăкне тата çĕнĕ строительство объекчĕн докуменчĕсене пĕр вăхăтрах йĕркелеме май парать. Документсене кам патĕнче тăвассине гражданин хăй татса парĕ.
– Уйрăм çурт-йĕре патшалăх учетне тăратма мĕнле документсем кирлĕ-ши;
– Кадастр палатин çĕнĕ йĕркипе килĕшÿллĕн уйрăм çурт-йĕре шута илме çак документсене тăратмалла:
1. Учета тăратма ыйтса çырни.
2. Пурăнмалли çуртăн техника планĕ.
2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен техника планĕ вырăнне техника паспорчĕ те юрать.
3. Çурт-йĕрпе хуçаланма ирĕк паракан документ оригиналĕ е нотариус патĕнче çирĕплетнĕ копийĕ (енчен те куçман пурлăх правине, килĕшĕвне патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнче регистрацилемен пулсан).
Мĕнле документсем кирлине тата учета илмелли йĕркепе вăхăта управлени сайчĕн – wwwĕto21ĕrosreestrĕru – "Кадастр учечĕ" пайĕнче туллин кăтартса панă.
– Калăр-ха, тархасшăн, 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн патшалăх учетне хăш вăхăтра тăрса ĕлкĕрмелле;
– Йĕрке тăрăх çĕнĕ строительство объектне учета тăратмалли, улшăнусене шута илмелли тата кăлармалли вăхăт – 20 ĕç кунĕ. Патшалăх учетне тăратнă хыççăн хуçине объектăн кадастр паспортне параççĕ.
– 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн кадастр палати çĕнĕ строительство объекчĕ çинчен сведенисене мĕнле вăхăтра парать тата уншăн мĕн чухлĕ тÿлемелле;
– 5 ĕç кунĕнче параççĕ. 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вĕсене тÿлевсĕрех илме пулать.
– Техника планĕ техника паспортĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрать; Тата 2012 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ хыççăн техника паспорчĕпе пурăнмалли çурта патшалăх учетне тăратма пулать-и;
– Техника планĕнче патшалăх учетне тăратма кирлĕ çĕнĕ строительство объекчĕ пирки е çакăн пек куçман пурлăхри улшăнусене учета илмелли сведенисене кăтартнă. Техника планĕнчи хăш-пĕр сведени техника паспортĕнче те пур. Ку – объект виçи, миçе хутлă пулни, стенана мĕнле материалтан хăпартни, тата ытти те.
Техника планĕнче куçман пурлăх ăçта вырнаçнине те кăтартаççĕ. Çав хушăрах техника паспортĕнче, патшалăх учечĕ валли мар пулин те, ытти чухне уйрăмах кирлĕ информаци пур.
Сăмахран, çурта урăхлатма, авариллĕ пулнине йышăнма тата ытти те. 2012 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕччен çĕнĕ строительство объектне учета тăратма БТИ палăртнă йĕркепе панă техника паспорчĕ те çителĕклĕ.
– 10 çул каялла çурт туянтăм, БТИ-рен техника паспорчĕ илсе харпăрлăха куçартăм. Халĕ вара, куçман пурлăха кадастр палати шута илме тытăнсан, манăн техника паспорчĕ вырăнне кадастр паспорчĕ илмелле-ши;
– Объектсене патшалăх учечĕ тума тытăннă май унчченхи документсене çĕннипе улăштармасан та юрать. Енчен те сирĕн çуртăра БТИ шута илнĕ тата куçман пурлăхăн харпăрлăх правине патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнче регистрациленĕ пулсан документсене улăштарма кирлĕ мар.
– БТИ-ре хваттерĕн техника паспортне тума саккас патăм, анчах свидетельствине илеймерĕм – вăхăт çук. Халĕ техника паспорчĕпе пурăнмалли çуртăн докуменчĕсене йĕркелеме пулать-ши е манăн кадастр паспортне илмелле;
– Ыйтăва тĕрĕс хуравлама эсир техника паспортне хăçан илнине пĕлмелле. Енчен те ăна 2008 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен илнĕ пулсан кадастр паспортне илмелле мар. Ростреестрăн Чăваш Енри управленине каймалла та çак документпа хваттер правине регистрацилемелле.
Паспорта 2008 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн илнĕ пулсан хваттер правине патшалăх регистрацийĕ тума кадастр паспорчĕ кирлĕ. Сирĕн кадастр палатин Чăваш Енри филиалне каймалла. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кадастр паспортне тÿлевсĕр параççĕ. Ун хыççăн çакăншăн тÿлеме тивĕ.