24 октября 2012 г.
ЯЛТА пурăнакана ĕлĕкренех хресчен тенĕ. Çĕр çинче çуралса ÿснĕ çыннăн çаплах пулмалла, çĕре юратмалла: эпĕ хам фермер та, унпа туллин усă курма тăрăшатăп. Нумай çул ÿсекен курăксем лайăх ÿсрĕç те, кăçал вĕсене виçĕ хут çулса илтĕм, килти хушма хуçалăх валли çеç мар, çынсене сутмалăх та пресланă утă хатĕрлерĕм.
Купăстапа хĕрлĕ, сахăр кăшманĕсем те ăнса пулчĕç, çĕр улми тухăçĕ те савăнтарчĕ. Ял çыннине пĕр çакă çеç пăшăрхантарать: продукци хакĕ ытла йÿнĕ.
Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасем те пур.