24 октября 2012 г.
"МИР" хупă акционерла обществăра тыр-пула кăçал та вăхăтлă, çухатусăр пухса кĕртнĕ. Тухăç та районта чи пысăкки – кашни гектартан вăтамран 24,5 центнер. Вырмара Сергейпа Анатолий Матвеевсем, Данил Невметов, Владимир Актемов комбайнерсем палăрнă. Вĕсем пурте "Дон" уй-хир карапĕсене "ишеве" илсе тухнă. Пуринчен те маттуртараххи вара – Анатолий Матвеев: вăл хăй кăна 8000 центнера яхăн тырă çапса илнĕ.
Хуçалăхра кĕр аки те ăнăçлă вĕçленнĕ, 200 гектар ыраш, 600 гектар кĕрхи тулă акса хăварнă. Çĕр хатĕрлесси те начар мар пырать. Ку ĕçе хуçалăхра хальлĕхе 2200 гектар çинче пурнăçланă, ытларах пайне сухаласа хăварнă.