24 октября 2012 г.
ПĔРРЕМĔШ юрату телейсĕр пулать теççĕ. Чăнах та çапла-ши; Эпĕ вара малтанхи çак туйăм нихăçан та иртмест пулĕ тенĕччĕ. Иртет иккен. Çын хăй тăрăшсан...
Питĕ килĕштереттĕм сана. Кашни минутра тенĕ пекех сана аса илеттĕм, кĕтеттĕм, тунсăхлаттăм. Ялан юнашар пулас килетчĕ. Ху та ман еннелле туртăнаттăн. Эсĕ те мана питĕ килĕштернине лайăх туяттăм. Пĕрле пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Сана, хитре те чипер яша, чылай хĕр килĕштеретчĕ, хыçран чупатчĕ, астаратчĕ. Хушăран чăтаймастăнччĕ, вĕсемпе çыхланаттăнччĕ, ман пирки вăхăтлăха манаттăнччĕ. Каярахпа йăнăша ăнланса-ши манран каçару ыйтаттăн. Кашнинчех каçараттăм, юратнă-çке-ха сана. Ман хыçран та чылай каччă чупатчĕ, анчах эпĕ пĕрне те çывăха яман. Сансăр пуçне никам та кирлĕ марччĕ çав. Эх, айван. Халь пулсан-и;..
Хам ăсатман пулин те салтакран кĕтсе илтĕм сана. Ху тархасланипе икĕ çул çыру çырса хавхалантартăм. Никампа та туслашмарăм, "савние кĕтетĕп" тесе пурне те хамран сивĕтме тăрăшрăм. Ăссăр утăм ку. Хĕрсем, ĕненĕр, "юратнă çын салтакра" тесе манашкă пек пурăнма кирлĕ мар. "Çак хушăра ман никам та пулман" тенине никам та ĕненмĕ. Хĕсметрен таврăнсан ман пата килмерĕн, тем пек кĕтрĕм пулин те. Е 2 çулта мĕн çухатнине 2 уйăхра тавăрас терĕн-и;
Çур çултан тин килтĕн ман пата. Улшăннă эс: хăюланнă, чăрсăрланнă темелле-ши; Аллуна ирĕке яма хăтлантăн, пĕрле вырăн ăшăтма сĕнтĕн. Çук,килĕшмерĕм. Саншăн вăхăтлăх тетте вырăнне пулас килмерĕ çав манăн.
Тĕл пулусем сайралансах пычĕç. Хамăр та улшăнтăмăр пулас, çулсем иртеççĕ-çке. Хăш чухне палăртнă тĕп пулусене те килместĕнччĕ. Хăйĕн сăмахне те тытайман арçын арçын-и вăл; Кураймастăп çавăн пеккисене. Çулталăкра 2-3 хут тĕп пулкаланипе юратăва сыхласа хăварма пулать-и вара; Кăвайта час-часах вут пăрахмасан вăл та сÿнет-çке.
Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ теççĕ. Малтан ĕненеттĕм çак сăмахсене, халĕ вара – çук.
3 çул кĕтсе те телейлĕ пулаймарăм-çке санпа. Кĕтсе ывăнтăм, йăлăхрăм. пурнăçа тĕпрен улăштарма, сана пуçĕпех манма тĕллев лартрăм. Питĕ йывăр пулчĕ, паллах, шăл çыртса чăтрăм. Япăх енÿсене аса илсе хама санран хамах сивĕтрĕм.
Савниçĕм, халĕ эпĕ тепринпе телейлĕ. Сана курманни çулталăк ытла ĕнтĕ, çапах тĕл пулсан та чĕрем хыттăнрах тапмĕ ĕнтĕ. Текех саншăн пурăнмастăп эпĕ çак çут тĕнчере, пуласлăхăма та урăххипе куратăп. Куççулĕм нумай юхрĕ, 3 çул ахалех сая кайрĕ пулин те ылханмастăп сана, телей çеç сунатăп. Пирĕн çулсем ик енне пайланчĕç, эсĕ ĕмтĕленнĕ пек пĕрлешмерĕç. Мĕнех, турри çапла çырнă-тăр. Эп телейлĕ, сана та çавнах сунатăп.