24 октября 2012 г.
ШĂТĂРТАТСА çунать вут пуççи. Çулăмĕ авкаланса-явкаланса çÿлелле кармашать. Йÿçĕ тĕтĕм куçа кĕрет, куççуле кăларать. Çулăм сÿнет те хĕп-хĕрлĕ кăвар кăна юлать. Кăвар сÿнсе çитиччен хĕртет те кĕле çаврăнать. Шухă çил ачисем чупса çитеççĕ те ăна хĕр тăрăх сапаласа вĕçтерсе каяççĕ. Нимĕн те юлмасть.
Хĕрпе каччă та пĕр-пĕрне курсан паллашаççĕ, калаçаççĕ. Çамрăк чĕресенче юрату çуралать. Кунран-кун вăл вăй илсе пурăнма çунат хуштарать, ĕçлеме хăват хушать. Хăш-пĕр чухне вара хăйĕн вăйне çухатать. Икĕ чĕре хушшинчи юрату сÿнме тытăнать. Хĕрпе каччăн чĕрисене аса илÿсем, иртнĕ кунсен асапĕ кăна ыраттарса тăрать. Вăхăт иртет, вĕсем çĕнĕ туссем тупаççĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Ачасем те пÿртре чупма пуçлаççĕ. Вĕсен хаваслă та савăнăçлă сасси кăмăла çĕклет, пурăнма хавхалантарать. Веçех лайăх. Анчах иртнисем сан яланах çумра пыраççĕ. Вĕсем хăйсен ытамĕнчен ямаççĕ. Утăм хыççăн утăм туса хыçалтанах йĕрлеççĕ. Шел те, аса илÿсенчен хăтăлаймаççĕ.