Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăвак куçусем... хаваслă куллу

24 октября 2012 г.

ЭСĔ теприн патне кайрăн та телейне тупрăн-ши; Çук, çук, сана шырамастăп. Тен, чăнах та телейлĕ пулĕ эсĕ. Сана курăнса хамăн чĕрене çунтарас мар, сÿнме пуçланă юрату кăварне тепĕр хут чĕртес мар. Юратма вара халĕ те юрататăп-ха сана. Анчах та эсĕ тепринпе, манран ăраскаллăраххипе пулĕ.

Халь тин пур пĕрех пĕрле пулаймастпăр. Эсĕ ман патран кайнă чухне çумăр сан çылăхусене çуса тасатрĕ пулĕ. Ун чух çумăр çăватчĕ-çке. Çумăр витĕр çÿрекенсем телейлĕ теççĕ. Эсĕ телей шыранипех уйрăлтăмăр пулĕ. Анчах тупрăн-ши телейне; Тен эс телей тени вăл – телей мар; Нимĕн ăнлантармасăр ман çумран кайнине кăна ниепле те ăнланмастăп. Эпĕ сана ун чухне кĕтрĕм. Çук, кĕтсе илеймерĕм. Санпа тавлашмастăп, каçару ыйтасса та кĕтместĕп халь тин. Эпĕ халĕ пĕчченех. Çывăрма выртсан та пĕччен, ирхине вăрансан та. Анчах та пĕччен пулма юрать-и вара тĕнчере;

Çумăр çунине вара юратмастăп. Эсĕ кайнине аса илтерет вăл, кăмăла хуçать. Хăш чухне вара хам та çумăр айне телей шырама тухса тăратăп. Шел те, телей манран тарса çÿрет пулас. Шанми пултăм эпĕ ăна. Пурин валли те çитмест пулĕ çав телей тени.

Санпа эпир уйрăлнăранпа нумай хутчен юр çуса ирĕлчĕ, миçе хутчен садсем чечеке ларса тăкăнчĕç. Унтанпа сахал мар шыв юхса иртрĕ. Хаваслă кунсем те пулчĕç, хурлăхлисем те. Сана аса илнĕ самантсем те пулкаларĕç. Куçа хупма хăраса выртнă каçсем те пулнă. Тĕлĕке килсе те аташтаратăн мана. Вăранатăп та сан вырăнна ман çине чÿречерен уйăх тинкерет. Вăл та тăлăххăн курăнать. Ахăртнех, ман пекех телей шырать пулас.

Теприн патне çул тытрăн эсĕ, теприн патне. Кам пулчĕ-ши вăл пире уйăраканĕ, сана манран туртса илекенĕ; Анчах та вăл ман пек юратĕ-ши сана; Пĕлместĕп, мĕнле пурăнатăп эпĕ, мĕнле пурăнатăн эсĕ; Нимĕн ăнлантарса памасăрах çумăр витĕр теприн патне телей шыраса кайрăн. Кайрăн та урăх килмерĕн. Анчах та санăн çутă сăну яланах куç умĕнче. Хаваслă куллу, кăвак куçусем манма памаççĕ сана...

Чÿречерен çумăр шаккать, ман чуна хурлантарать. Урамра вара эсĕ тăнăнах туйăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика