24 октября 2012 г.
Иринăна качча илсе тĕрĕс турăм-ши; Çакна вунă çул пурăнса та ăнланса çитмерĕм. Çамрăк чухне ăна юрататтăм. Халĕ вара çав туйăм таçта кайса çухалчĕ. Пĕр-пĕрне хăнăхнисĕр пуçне пирĕн хушшăмăрта нимĕн те юлмарĕ. Тата пире çыхăнтарса тăраканни - ывăлпа хĕр. Вĕсем кăна савăнăç парнелеççĕ, пурăнма вăй-хăват хушаççĕ. Вĕсем те пулмасан тахçанах Иринăран уйрăлмалла та çав. Мĕншĕн-и;
Хĕр чухне чиперччĕ Ирина. Ун хыççăн ялти нумай каччă чупатчĕ. Вăл кашнин кăмăлне каймалли пикеччĕ. Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă хĕр манăн чĕрене те самантрах кĕрсе вырнаçрĕ. Мана унсăр пуçне никам та кирлĕ маррине ăнлантăм. Ăна тĕрлĕ майпа хам енне çавăрма тăрăшрăм. Уявсенче пĕчĕк парнесем патăм, ăшă сăмахсем каларăм. Малтанласа вăл манран кулса çеç пурăнчĕ. Ыттисемпе вара çав хушăра вылярĕ, савăнчĕ. Эпĕ ăна тарăхтараттăм çеç. Вăл пуçтах та куштан каччăсене килĕштеретчĕ. Пур пĕрех эпĕ парăнма шутламарăм.Хам савнă хĕршĕн кĕрешрĕм, унăн каччисемпе те çапăçрăм. Ирина хăйĕн çумĕнчен хăваланине те ним вырăнне хумарăм. Вăхăт çитсен вăл манăн пуласса эпĕ туйрăм.
Пĕр каçхине эпĕ килте пĕччен кăначчĕ. Такам чÿречерен шаккарĕ. Урама тухсан хам курнине хам ĕненмерĕм. Ман умра Ирина тăрать. Сарă çÿçĕ уйăх çутинче ылтăн пекех ялтăрать, кăвак куçĕсем вара салхуллăн ман çине пăхаççĕ. Килнĕ хăнана пÿрте кĕме сĕнсен вăл турткаланса тăмасăрах малалла иртрĕ. Чей ĕçме ларсан хĕр куçĕсенчен шăрçаланса куççуль юхса анчĕ. Вăл урăх чăтса лараймарĕ, мана ыталаса илчĕ те сасăпах йĕрсе ячĕ. Хăйĕн шăпи пирки каласа пачĕ. Эпĕ ăна хĕрхентĕм, май çитнĕ таран йăпатма тăрăшрăм. Çав каçран пуçласа эпир иксĕмĕр яланах пĕрле пултăмăр. Кĕçех çемье çавăртăмăр.
Малтанласа килĕштерсе пурăнтăмăр. Пур ĕçе те канашласа ĕçлерĕмĕр, пĕр-пĕрне пулăшса пытăмăр. Кун хыççăн кун иртрĕ, çемье пурнăçĕ майлашăнсах пычĕ. Ирина ача амăшĕ пулассине пĕлтерсен мĕн тери савăнăç пулчĕ. Эпĕ ун валли тăтăшрах парнесем илсе килме тăрăшрăм, пахча çимĕçпе улма-çырла çитертĕм. Кил хушшинче те хам нумайрах ĕçлерĕм. Пирĕн пепке ырă-сывă çуралтăр тесе кĕл турăм. Кĕтнĕ кунран маларах ача çуратса пачĕ мăшăрăм. Мĕн тери телей пулчĕ ку маншăн. Ывăла кашни минутра тенĕ пек пыра-пыра пăхас килетчĕ. Ĕçре мĕн-тери тунсăхлаттăмчĕ уншăн. Манăн ăна хамран ниçта та хăварас килместчĕ.
Тепĕр икĕ çултан хĕр пĕрчи парнелерĕ мана мăшăрăм. Пĕчĕкскер, пукане пекех илемлĕскер, каснă лартнă амăшĕ. Хама питĕ телейлĕ тесе шутлаттăм ун чухне. Манăн чипер арăм, маттур ывăлпа хĕр пур. Вĕсемсĕр пуçне урăх нимĕн те кирлĕ мар пек туйăнатчĕ. Йăнăшнă иккен.
Вунă çул килĕштерсе пурăннă хыççăн мăшăрпа ман хушăмран хура кушак чупса каçрĕ тейĕн. Пĕтĕм айăпĕ вара манра пулчĕ. Эпĕ урăх хĕрпе çыхланса кайрăм. Ирина пек илемлĕ мар вăл, анчах унран чунĕпе илемлĕрех. Унпа пĕрле чухне нимĕн çинчен те шухăшламастăп. Мĕншĕн пит кая юлса тĕл пулнă-ши эпĕ ăна; Халь тин вара нимĕн те улăштараймăн. Тем пек ун патне каяс тесен те каяймастăп. Мĕншĕн тесен ачамсене ашшĕсĕр хăварас килмест. Хама та анне пĕчченех çитĕнтернĕ. Пире атте эпĕ виçĕ çулта чухне пăрахнă, урăх хĕрарăм патне тухса кайнă. Çавăнпа та хамăн шăпана хĕрĕмпе ывăлăма кăтартас килмест. Йывăр пулсан та, чăтатăп.
Арăм та эпĕ улшăннине сисет, анчах нимĕн те каламасть. Киле таврăнсан нумайрах ачасемпе пулма тăрăшатăп. Вĕсемпе шÿтлетĕп, вылятăп. Пуçра вара тĕрлĕ шухăш пăтранать. Малалла мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла;
Çакна кăна ăнланмастăп: çамрăк чухнехи юрату ăçта кайса кĕчĕ-ши; Мĕншĕн сивĕнтĕм эпĕ Иринăран; Çамрăкки пуçа çавăрмарĕ-ши; Çĕр тĕрлĕ ыйту, хуравĕсем кăна тупăнмаççĕ.