27 октября 2012 г.
КИЛЕС çул Раççейре Романовсен Çурчĕ (династийĕ) 400 çул тултарать. Çав ятпа тата Шупашкар хули 550, Чăваш Республики 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ май Сĕнтĕрвăрринче Иккĕмĕш Александр императорăн мăшăрне Мария Александровнăна халалласа палăк уçасшăн.
1856 çулта император мăшăрĕ ячĕпе Сĕнтĕр салинчен Мариинский Посад хула туса хунă.
Бронза палăка килес çул Республика кунĕнче уçма палăртнă. Макетне РФ тава тивĕçлĕ художникĕ А.Рыбкин тата И.Зеленков скульптор хатĕрленĕ.