Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яка, тикĕс çулпала...

27 октября 2012 г.

ВОДИТЕЛĔН ĕçĕ çăмăл пулманни çинчен каламасăрах паллă. Вĕсен шăрăхра та, шартлама сивĕре те руль умĕнче лармалла, çула тухмалла. Çанталăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те юсав ĕçĕ ирттермелле. Техника хăйне пăхнине юратать мар-и;

Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ Борис Тутаев хăйĕн пурнăçне водитель профессийĕсĕр курма та пултараймасть. Вăл мĕн пĕчĕкренех машина-трактор патнелле туртăннă. Ачалăхри ĕмĕтне пурăна киле пурнăçа кĕртнĕ, водитель профессине алла илнĕ.

Пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ каччă çара кайма ят тухсан салтак тумне тăхăннă. Унта вăл руль умне ларса машинăна чуптарнă. Икĕ çул хушши, 1981-1983 çулсенче, кабинăран тухман темелле. Çуралнă яла таврăнсан çакăнтах тĕпленме шутланă. Пултаруллă çамрăксем валли тăван колхозрах ĕç çителĕклĕ пулнă. Бориса "Аврора" хуçалăхра бензовоз машинăна шанса панă. 14 çул çунтармалли-сĕрмелли хатĕр турттарнă вăл. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе канма та май килмен. Çапах та пуçне усман Б.Тутаев. Юратнă ĕçре ывăннине те туйман.

1997 çулта Борис Иванович автобус çÿретме пуçланă. Шăмăршă – Анат Чаткас маршрутпа паян кунчченех çынсене турттарать. Хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлать. Ырă кăмăлпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать вăл. Унăн ĕçĕпе пассажирсем те кăмăллă.

Ыран – Автомобилистсен кунĕ. Çак уявпа пурне те саламласа сире такăр çул тата яланах симĕс çутă сунас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика