Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван кĕтесĕм – чун савнă вырăн...

27 октября 2012 г.

ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн тĕп библиотекинче район юбилейне халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, кĕнеке выставкисем те йĕркеленĕ.

Акă çак кунсенче библиотекăра Шăмăршă вăтам шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсемпе библиотекарьсем "Тăван кĕтесĕм – чун савнă вырăн..." краеведени сехечĕ ирттерчĕç. Мероприяти района халалланă электронлă презентаципе уçăлчĕ. Тăван район историйĕ çинчен çĕннине пиллĕкмĕшсем нумай пĕлчĕç. Район мĕнлерех çĕнелсе-улшăнса пынине сăнлакан сăн ÿкерчĕксене те кăсăкланса пăхрĕç. Хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе район чысне, мухтавне çĕкленĕ паллă çынсем пирки те интереслĕ каласа пачĕç библиотека ĕçченĕсем, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартрĕç.

Юлашкинчен ачасем "Çуралнă тăрăхра хĕвел те çутăрах" кĕнеке-иллюстраци выставкипе паллашрĕç. Куравра район историне сăнлакан кĕнекесем, статьясем, фото ÿкерчĕксем, тăван тăрăхри паллă событисене кăтартакан материалсем пулчĕç. Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.И. Максимов çырса хатĕрленĕ "Как ты хороша, родная Шемурша" ярăмри кĕнекесем те çак выставкăра сумлă вырăн йышăнчĕç.

Пиллĕкмĕшсем краеведени сехечĕпе кăмăллă юлчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика