27 октября 2012 г.
КИВĔ ЧУКАЛТИ Валерийпе Алена Чамеевсем çуллен йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – ĕне, лаша, 3 вăкăр, 8 сурăх, йышлă чăх-чĕп.
Вăкăрсенчен 2-шĕ – çитĕннĕскерсем. Вĕсене паян-ыран аш-какая ăсатма, укçа-тенкĕне çавăрма пулать. Куллен предпринимателе сĕт сутни те çемье бюджетне пуянлатма пулăшать.
Йышлă выльăх валли, паллах, апачĕ те нумай кирлĕ. Утă хатĕрленĕ тапхăрта Чамеевсем лаша вăйĕпе туллин усă кураççĕ.
Хăйсен пахчинче – çуллен нумай тислĕк тăкса тăнă май, вăл питĕ пулăхлă – ĕçчен çемье тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр, кавăн, тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерсе çитĕнтерет. Çĕр улми сутмалăх та пур.