27 октября 2012 г.
АЧА САДНЕ çÿрекенсем уявсене кăмăлласах йышăнаççĕ. Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача садĕнче иртнĕ кĕрхи бал та çакна çирĕплетсе пачĕ. Савăк кулă, илемлĕ юрă-ташă курма пынисен кăмăлне те çĕклерĕ. Пахча çимĕçсенчен хатĕрленĕ курав та тĕлĕнтерчĕ. Темĕн те ăсталама ăста иккен шăпăрлансем, паллах, вĕсене çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ пулăшнă. Валентина Бородова воспитатель хатĕрленĕ "Кĕр парни" презентаци те ăнăçлă пулчĕ.
Ачасене кĕркуннепе паллаштараканĕ, ун пирки каласа параканĕ – Ирина Гладкова воспитатель. Вăл тум тăхăнса тухнăскер, хăйĕн рольне питĕ лайăх калăпларĕ.
Пуçласа ача садне çÿреме пуçланă ачасен пултарулăхĕпе ăсталăхĕ савăнтарчĕ. Ксюша Мустаева, Софья Юманова, Костя Гладков, Арсенийпе Артем Муллинсем, Аньăпа Вика Мульдияровасем тĕрлĕ конкурсра палăрчĕç. Ачасене юрлаттараканĕ, ташлаттараканĕ Алексей Андронов музыка вĕрентекенĕ пулчĕ.