Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уртаракан хăрушă чир

27 октября 2012 г.

Уртаракан чирпе (бешенство) чĕрчунсем те, çынсем те чирлеççĕ. Нерв системине сиенлекен хăрушă чирĕн пуçаруçи – вирус.

Килти чĕрчунсене илсен, унпа ытларах йытăсемпе кушаксем чирлеççĕ. Нумай чухне никам пăхса тăманнисем, унта-кунта çапкаланса çÿрекеннисем.

Çак хăрушă чирĕн вирусĕсем чĕрчунсен сурчăкĕнче пулаççĕ. Сăмахран, уртаракан чир ернĕ йытă çынна çыртса илсен, унăн вирусĕ сурана лекет. Çапла майпа чир çынна ерет. Анчах та çын тÿрех аптраса ÿкмест-ха. Чир аталанăвĕ 10-30 кунран пуçласа 6 уйăх таранчченех пырать. Çавна май хуть мĕнле йытă, кушак е тилĕ çыртса илсен те, тÿрех медицина учрежденине каймалла. Унта вара уртаракан чире хирĕç прививкăсем тăваççĕ. Чир аталанса çитиччен çын организмĕн хÿтлĕх шайĕ çирĕпленме ĕлкĕрет. Çавна май чĕрчун чирлĕ пулнă пулсан та хăрушă чир çынна аптратаймасть. Çавăнпа та медицина ĕçченĕнчен вăхăтра пулăшу ыйтни питĕ вырăнлă.

Килти чĕрчуна уртаракан чир ернине мĕнле пĕлме пулать-ха; Чирлĕ чухне питĕ хаяр йытăсем те йăвашланаççĕ, хăракан пулаççĕ. Малтан лăпкă пулнă йытă вара хăйĕн хуçи çине сиксе ÿкме, çыртса илме пултарать. Чирлĕ йытăсем тĕттĕм вырăна кĕрсе пытанса лараççĕ. Пĕр вĕçсĕр сурчăк юхтаракан чĕрчунсем çиме юрăхсăр япалана та хыпса çăтаççĕ. Малалла вара, чир аталаннă май, йытăсем питĕ канăçсăрланаççĕ. Вĕсем сăнчăртан вĕçерĕнсе килтен тухса тараççĕ, хирĕç пулакана пурне те – çын-и вăл е чĕрчун – çырта-çырта илеççĕ. Йытăсем вăрăм çул туса таçта та çитме пултараççĕ. Юлашкинчен вара, чир аталанăвĕ чи çÿллĕ шая çитнĕ май, вĕсене шалкăм çапать, чĕрчунсем вилеççĕ. Йытă чирлени палăрсанах ветеринартан пулăшу ыйтмалла.

Куратпăр ĕнтĕ, уртаракан чир пысăк сиен кÿме пултарать. Çÿлерех асăннă йĕркесене пурнăçласан чир хăрушлăхĕ пулмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика