27 октября 2012 г.
РАЙОН территорийĕнче преступлени тăвакан çынсем тупăнсах тăраççĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 9 уйăхра 103 преступление шута илнĕччĕ, кăçал вара вĕсен шучĕ çак тапхăрта 118-а çитнĕ. Урăхларах каласан, районта преступлени тăвасси 14,6 процент ÿснĕ. Преступленисен 95,0 процентне уçса панă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 93,7 процент).
Кăçал вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, уççăн çаратасси (грабеж), наркотикпа çыхăннă преступлени тăвасси, обществăлла вырăнсенче, урамсенче преступлени çулĕ çине тухасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем саккун йĕркине пăсасси ÿснĕ. Çав вăхăтрах çын çине алă çĕкленĕ, саккуна пăсса килте хĕç-пăшал е патрон упранă, экономикăпа, растратăпа, коррупципе çыхăннă преступленисем тунă, ушкăнпа каварлашса кукăр çул çине тухнă фактсем сахалтарах пулнă. Çын сывлăхне пысăк сиен кÿресси, взятка илесси (пĕрер тĕслĕх), хваттер çаратасси (икшер факт) пĕр шайрах юлнă.
Сентябрь уйăхĕнчи хăш-пĕр преступленисем çинче те чарăнса тăрас килет. Каç сĕмĕпе усă курса пĕр çамрăк Шăмăршăри Ленин урамĕнчи 37-мĕш çурт умĕнче тăнă "Жигулин" кайри кустăрмине кăларса илнĕ. РФ УКĕн 158-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çак йĕкĕт пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
Каç пулсан 1976 çулта çуралнă йĕкĕт Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 18-мĕш çурт умĕнчен велосипед вăрласа кайнă. Çак преступление полици сотрудникĕсем кĕске вăхăтрах уçса панă. Ку çамрăкăн та çÿлерех асăннă статья тăрăх явап тытма тивет.
Çĕнĕ Чукалта арçын – хĕрарăма, Кивĕ Шăмăршăра ывăлĕ ашшĕне вĕлерессипе хăратнă. РФ УКĕн 119 статйипе килĕшÿллĕн çак фактсем тăрăх та уголовлă ĕçсем пуçланă.
Хуть мĕнле преступлени те хăйĕн йĕрне хăваратех. Тÿнтерле ĕç хăçан та пулсан çиеле тухатех. Преступлени тăвас туртăм пур çынсен çакна нихăçан та манма юрамасть.