Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашсем чăвашлăхшăн

31 октября 2012 г.

ИРТНĕ шăмат кун К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Лару ĕçне Раççейĕн вун-вун регионĕнчен, çавăн пекех Эстонирен килсе çитнĕ йăхташсем хутшăннă. Влаç тытăмĕн представителĕсенчен çаксем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн президенчĕ Геннадий Архипов доклад тунă. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов конгресс хастарĕсене паллă пулăмпа саламланă май унăн малтанхи тапхăрĕнче уйрăмах палăрнă ентешсене Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Республика тулашĕнчи йăхташсем те сцена çине хăпарнă, хăйсем çак тапхăрта тунă ĕçсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра диаспорăри чăвашсене 90 пĕрлĕх, общество, центр çыхăнтарса тăраççĕ.

Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ пулма Вячеслав Ориновпа Валерий Клементьева çирĕплетнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика