Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя эрех – вилĕмпе пĕрех

03 ноября 2012 г.

ЙЫШĂННĂ мерăсем саккунлă каналсемпе саккунсăр эрехе сутлăха кăларассине пÿлнĕ пулин те ку енĕпе çивĕчлĕх çук тееймĕн. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ытлари кунхи ларăвĕнче çак шухăша палăртнă май Республика ертÿçи Михаил Игнатьев пайăр цифра та асăннă: кăçал Чăваш Енре тĕрлĕ суррогатпа 1165 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 143-шĕ – вилмеллех.

Михаил Васильевич хăй кăшт маларах Кÿкеçре пулнă май "Стандарт" ООО лавккине кĕрсе курнине аса илтернĕ. Эрех ассортименчĕ – питĕ пысăк, анчах Чăваш Енре туса кăларакан шурă эрех пачах çук иккен. Градуслă шĕвекĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пур. Сăмах май, кайран ирттернĕ тĕрĕслев çав иккĕленĕве тÿрре кăларнă – унта сутлăхра саккунсăр эрех пулнине тупса палăртнă. Çавна май Михаил Игнатьев халăхпа ăнлантару ĕçне анлăн йĕркелемеллине палăртнă. Республикăна эрехпе тивĕçтерес енĕпе 15 организаци ĕçлет, 3,5 пин лавккара 999 лицензиат эрех сутать. Эрех производствипе пĕр организаци çеç ĕçлет. – "Росспиртпромăн" Шупашкарти шурă эрехпе ликер завочĕ. Кăçал унта 706 пин ытла дикалитр шурă эрех кăларнă. Алкоголь продукцийĕн акцизĕсем кăçал 344,5 млн тенкĕ тупăш кÿнĕ. Шел те, çак укçа кунта юлмасть. Юлаканни – патшалăх пошлини, 24,4 млн тенкĕ.

Чăваш Енри 53 предприятире федерацин суя акциз маркиллĕ эрех тупса палăртнă. 330 литр суррогат, ăçта туса кăларни паллă мар. 5,8 пине яхăн кĕленче эрех туртса илнĕ.

Алкоголь продукцийĕпе ĕçлекенсен ассоциацийĕн представителĕ сутлăхра кĕленчи 25-35 тенкĕ тăракан эрех пурри пирки каласа тĕлĕнтерчĕ. Тивĕçлĕ саккун пуррине кура унăн хакĕ лавккара халь 125 тенкĕрен кая пулмалла мар. Саккунсăр эрехе пула, унăн шухăшĕпе, республика çулталăкра 180 млн тенкĕ çухатать. М.Игнатьев налук çухатăвĕсĕр пуçне тĕрлĕ суррогат çынсен сывлăхне пысăк сиен кÿни çинчен каланă май çухату виçи чылай пысăкраххине палăртрĕ. Çавна май влаç алкоголь рынокĕнче йĕрке тăвас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика