03 ноября 2012 г.
ЯЛ ÇЫННИ кĕрхи ĕçсене вĕçлерĕ темелле. Пахча çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ, пахчасенче мĕн тумаллине пурнăçланă. Халĕ вара канма, савăнма та юрать. Çакна тĕпе хурса Пуянкассинчи культурăпа кану центрĕнче пысăк концерт йĕркеленĕ. Зал тулли халăх сцена çине тухакансене куç илмесĕр сăнарĕ, вĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕ. Ялти ача садне çÿрекен шăпăрлансемпе унта ĕçлекенсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсемпе ялти хастар çынсем юрăсемпе, ташăсемпе, шÿтсемпе савăнтарчĕç.
Шел, анчах çитменлĕхсем те пулчĕç. Канупа культура центрĕнче музыка аппаратури пулманни кулянтарчĕ.
"Кивви тахçанах хăйĕн срокне ирттернĕ, çĕннине илме вара укçа-тенкĕ çук. Тен, кам та пулсан пире ыр кăмăллăх кăтартса музыка аппаратури парнелĕ;" – пăшăрханса пĕлтерчĕ центр директорĕ Светлана Пушкина. Çынсем концерта хутшăнассинчен пăрăнса çÿрени те Светлана Михайловнăна шухăшлаттарать.
"Юрă-ташăран писсе пыраççĕ. Сцена çинче арçынсен шучĕ чакнăçем чакса пырать. Çамрăксем те концертсене, мероприятисене хутшăнасшăнах мар", – пĕлтерчĕ вăл.
Чăнах та çапла ĕнтĕ. Акă 8-9 çул каялла "Ахаяс" ушкăнра арçынсем йышлăнрах пулнă. Паян вара иккĕш-виççĕшне çеç курма пулать. Ыттисен вара вăхăчĕсем çукрах пулĕ.
Хăть те мĕнле концерт та ял халăхне килĕсенчен сĕтĕрсе кăларать. Çавăнпа та çакнашкал мероприятисем культура учрежденийĕсенче час-часах пулсан аванччĕ.