Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахпа та, эмелпе те

03 ноября 2012 г.

ОКТЯБРЬ уйăхĕнче эпĕ 10 кун хушши районти тĕп больницăн кăнтăрлахи стационарĕнче сиплентĕм. 7-8 çул çул каяллахипе танлаштарсан, юлашки çулсенче больницăра мĕн чухлĕ улшăну пулса иртмен-ши;

Вăл тĕпрен çĕнелнĕ теме пулать. Сиплев корпусĕсем тулашĕнченех хăйсен илемĕпе илĕртеççĕ, йĕри тавра – тĕслĕ плиткăсемпе сарнă тротуарсем, хитре клумбăсем. Плиткăсем сарнă картлашкасем тăрăх хăпарса больницăна кĕрсенех вара хăвна кермене кĕнĕнех туятăн. Йĕри-тавра – шурă стенасем, илемлетнĕ маччасем, пластик чÿречесемпе алăксем... Санитаркăсем коридорсене, палатăсене, тĕрлĕ пÿлĕмсене яланах тасалăхра тытни те кăмăла çĕклет. Коридорсенче, врачсем йышăнакан кабинетсене кĕме хатĕрленекен пациентсем валли шĕкĕрин илемлĕ саксем лартса тухнă. Кабинетсем – пăхса ытармалла мар. Врачсене, медсестрасене ĕçлеме, пациентсене ларма меллĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Медицина ĕçченĕсем пациентсене ăшшăн йышăнни, сывлăха тĕплĕн тĕрĕслени, кăмăллăн калаçни те савăнтарать.

Чирлĕ çыннăн, паллах, тĕрлĕ кабинетсенче пулма тивет. Больницăна килсенех поликлиникăри регистратурăна килетпĕр. Унти медсестрасем кашнийĕнпех лайăх калаçаççĕ, карточкăна панă май хăш врач патне каймаллине, мĕнле кабинета пымаллине тĕплĕн ăнлантараççĕ. Тĕрлĕ анализсем йышăнакан кабинет умĕнче халăх яланах йышлă. Унта вăй хуракан медицина работникĕсем кашнинех кăмăллăн йышăнаççĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе те васкавлăн тăваççĕ. Çавна май вăрăм черет хăвăрт кĕскелсе пырать.

Кăнтăрла сипленмелли стационарта та тасалăхпа хăтлăх хуçаланать. Унта хальхи сиплев оборудованийĕ, çĕнĕ краватьсем, сĕтел-пукан. Простыньăсем – шап-шурă, вĕсене кашни эрнерех ылмаштарса тăраççĕ.

Кăнтăрлахи стационарта пире О.Полковникова врачпа А.Филиппова медсестра сиплерĕç. Ольга Васильевнăпа Алевтина Анатольевна медицина ĕçченĕсем пулмах çуралнă. Вĕсем – ăшă кăмăллă специалистсем, чирлисене сăмахпа та, эмелпе те сиплеççĕ. Эпир 10 кун хушшинчех хамăра чылай лайăхрах туйма пуçларăмăр.

Хамăра профессилле ăсталăхпа сипленĕшĕн эпир О.Полковниковапа А. Филиппована чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турăмăр, сиплев ĕçĕнче малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма ырлăх-сывлăх сунтăмăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика