Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патак ачи

03 ноября 2012 г.

МИХАЛЯ Мускав мĕнне тĕлленменччĕ те. Халĕ акă пăх-ха, анкарти хыçне тухса кĕнĕ пек тĕп хулана кайса килет. Эрлешеççĕ те юлташĕсемпе, хулпуççи урлă тем те курма ĕлкĕрнĕ сумккисене çакаççĕ те Шупашкар ваксулне вĕçтереççĕ, унтан вара Мускава тĕрлеттереççĕ. Пĕри те ятарлă пĕлÿ илмен, анчах тума пĕлмен ĕç çук вĕсен. Чаплă çынсене тем тĕрлĕ кермен туса панă,нушине те, ыррине те курнă, укçапа та, кĕсъе тĕпĕнчи пĕр пуспа та киле кĕрсе тăнă. Çапах Михаля кăмăллă. Ял урамĕпе вăл ĕлĕкхилле вĕтĕ утăмсемпе мар, мăнаçлă лăш-лаш утать, пуçне каçăртать те таврана сăнанçи тăвать. Питĕ вашнăй çын пулса кайрĕ.

Вырăс сăмахĕсемпе перкелесшĕн тата. Амăшĕ "кашăк" тет, вăл вара апла мар, "ложка" тесе тÿрлетет. "Кай" тенине те, "кил" тенине те "иди" тесе калать. Тăван шăллĕне те "браток" тесе чĕнме пуçларĕ.

Шăллĕ тенĕрен...Ăна пула анчахрах Михалян ай-ай питне хĕретме тиврĕ. Мускавран çитсе тулли кăкăрпа сывласа янăччĕ кăна, Ваçук шăллĕ çыпçăнчĕ ун патне:

– Эх,сана лайăх Мускавра çÿреме, мана вара еплерех кунта; Анне алран шаккасах тăрать, ăна тумастăн, куна тумастăн, тет. Патак ачи эп, Михаля...

– Çук, патак ачи мар-ха эсĕ,- терĕ пиччĕшĕ. – Чим-ха, чим, мĕнле каламалла-ха ăна; – Михаля "патак ачине" çийĕнчех вырăсла куçарса калас терĕ, анчах пултараймарĕ. Вырăс сăмахĕсене тем тĕрлĕ çавăрттарсан та чĕлхе вĕçне кирли килмерĕ.

Ваçук пиччĕшĕн куçĕсенчен чăтăмсăррăн пăхрĕ. Лешĕ татах çухалса кайрĕ.

– Мĕнле калас та... – шухăшларĕ вăл татах. – Палкин сын эсĕ! - лаплаттарчĕ тăруках, савăннипе сăнĕ-пуçĕ хăйĕн çуталса кайрĕ.

– Парап сана "Павăлăн сын"! – кĕтмен-туман çĕртен илтĕнчĕ амăшĕн сасси. – Сирĕн аçăр Йăван пулнă, ăçтан тупрăн Павăла!

– Манăн та палкин сын пулас килмест, патак ачиех лайăхрах, – мăкăртатрĕ Ваçук.

Михаля каçăртнă пуçне пĕкрĕ те айккинелле пăрăнчĕ. "Деревня çав эсир, деревня..." – калаçрĕ вăл хăйĕн ăшĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика