Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш черкке

03 ноября 2012 г.

ПĔРРЕХИНЧЕ Ваççапа Марье ĕçке кайма пуçтарăннă, тет. Шукăль тум-тир тăхăннă май Марье Ваççана калать, тет:

– Эсĕ, Ваççа, хăнана çитнĕ-çитменех эрех-сăрана ан ĕç. Ÿсĕрĕлетĕн. Ĕçкĕн-çикĕн чăн вăхăчĕ каярах вăл, çынсем юрлани-ташланине курса киленме тăрăш.

Çитрĕç, тет, хăнана. Хĕрарăмсем пĕр кĕтессе вырнаçнă, арçыннисем кайри пÿртре кĕпĕрленнĕ. Сĕтел хушшине ларайман-ха. Кил хуçи четвĕрте аншарли янă та арçынсене сăйласшăн, кил хуçи хĕрарăмĕ хĕрарăмсене сăра стаканĕ сĕнсе çÿрет. Арçынсем кашниех пĕрер черкке ÿпĕнтереççĕ. Кил хуçи Ваççа патне çитрĕ.

– Çук-ха, эпĕ ĕçместĕп, – тет Ваççа.

Эрех черкки малалла çÿрет.

Темиçе хутчен те çапла пулчĕ, тет. Кашнинчех Ваççа:

– Çук-ха, эп ĕçместĕп, – терĕ, тет.

Сĕтел хушшине те ларчĕç, апат-çимĕçе тутанчĕç, ĕçрĕç те çирĕç. Пурне те эрех-сăрапа сăйлаççĕ. Кил хуçи Ваççа умне çитет те, "Эсĕ пурпĕрех ĕçместĕн-ха", – тет те, унпа юнашар ларакан хăнана эрех черкки тыттарать. Ĕçĕччĕ Ваççа, анчах та сĕнмеççĕ, ыйтсах ĕçме аван мар. Акă, юрă-ташă та пуçланчĕ, ĕçкĕ хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ - Ваççа тăп-тăрах сĕтел кĕтессинче ларчĕ. Ăна никам та асăрхамарĕ.

"Э-э-э, – терĕ Ваççа хăйĕн ăшĕнче. – Кун пек ларса пулмасть, киле утсан авантарах".

Марье самаях хĕрнĕ, ташă ушкăнĕнче тăпăр-тăпăр туса, такмак каласа ташлать.

– Киле пуçтарăнма вăхăт, – тет ăна мăшăрĕ.

Тухса утрĕç, тет, вара иккĕшĕ киле. Ваççа малта тăп-тăрă утса пырать, тет, хыçалта Марье йăпăртатса чупать, тет. Хăй тĕллĕн калаçать, тет, хĕрарăмĕ:

– Эх, кăна пĕлнĕ пулсан, "Ваççа, ĕç, Ваççа, ĕç", – теттĕмччĕ...

Çапла пулнă хыççăн Ваççа хăнана çитсен пĕрремĕш черккине çÿле-çÿле çĕклет те пур çынсем те курмалла тĕппипех ĕçсе парать, тет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика