Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев: «Пĕрлехи ĕç туллин пурнăçланать»

07 ноября 2012 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин октябрĕн 31-мĕшĕнче сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли регион программисене пурнăçлас ыйтупа канашлу ирттернĕ.

Курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ мероприятие Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Липецк облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Олег Королев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программине икĕ çуллăха, 2011-2012 çулсем валли, йышăннă, ку енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ. Тĕллевсем уçăмлă. Вĕсен шутĕнче – халăхăн ыйтăвне тивĕçтерессине лайăхлатасси, сывлăха тĕреклетесси, ĕмĕре вăрăмлатасси, вилеслĕхе чакарасси, демографи лару-тăрăвне тĕреклетесси. Ку ыйтусене татса пани патшалăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Сывлăх сыхлавĕнче ĕç укçине тапхăрпа ÿстерсе пыраççĕ. 2018 çул тĕлне врачсен вăтам шалăвĕ регионти вăтам ĕç укçинчен икĕ хут ытларах пулмалла.

Регион программисен пĕлтерĕшлĕ задачи – больница тата поликлиника çурчĕсене, ялти медицина учрежденийĕсене йĕркене кĕртесси, диагностикăн тата сиплевĕн çĕнĕ оборудованине туянасси, тухтăр патне йышăнăва çырăнассине ансатлатакан, çынсем черетре ытлашши тăрассинчен тата врачсене хут ĕçĕнчен хăтаракан информаци технологине ĕçе кĕртесси.

Пĕтĕмĕшле илсен, 2011 тата 2012 çулсенче çак тĕллевпе хушма укçа 460 млрд тенкĕ уйăрнă. Раççей Федерацийĕн регионĕсене унсăр пуçне тата 174 млрд тенкĕ хушса панă. Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программи пулăшнипе Чăваш Республикинче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ тата халăх тăнăçлăхĕ валли тивĕçлĕ условисем йĕркеленеççĕ.

Паянхи кун тĕлне пырса кĕнĕ укçан 90 процентне ĕçе хывнă тата планăн 80 процентне пурнăçланă. Çак ăнтăлăвăн курăмлă пĕлтерĕшĕ – халăх сывлăхĕн кăтартăвĕ лайăхланни, демографи лару-тăрăвĕ йĕркеленсе пыни. Чăваш хутлăхĕнчи çемьесенче иккĕмĕш ача çуратакансем те йышланнă. 2010 çулпа танлаштарсан иккĕмĕш тата ун хыççăн çуралнă ачасен хисепĕ 22,1 процент ÿснĕ. Республикăра кашни çын пуçне тивекен тупăшран сахалрах илекен çемьесене 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн уйăхсерен 5200-шер тенкĕ тÿлеме тытăнаççĕ. Йышăнăва саккун йĕркипе çирĕплетнĕ тата 2013 çулхи бюджет проектне çак тĕллевпе укçа хывса хăварнă.

Сывлăх сыхлавĕн кашни виççĕмĕш учрежденийĕнче электронлă медицина карточкипе усă кураççĕ. Пуринче те йывăр çын шутланакан хĕрарăмсен сывлăх шайĕн мониторингне автоматизациленĕ тытăмпа туса пыраççĕ. Васкавлă пулăшу машинисем çине спутник навигацийĕн ГЛОНАСС аппаратурине вырнаçтарасси вĕçленсе пырать. Чăваш Енре 2010 çултанпа пуçласа чирлесси тата алкоголизм чакса пыраççĕ.

Сывлăх сыхлавне модернизациленин эффективлăхне çирĕплетекен тĕслĕх – халăх пулăшу пахалăхĕпе кăмăллă пулнин кăтартăвĕ. Вăл 2009 çулхи 40,5 процентран 2011 çулта 42,8-а çитнĕ. Пĕрре пăхсан – ÿсĕм пысăках мар пек, анчах çак кăтарту пĕлтерĕшлĕ.

Палăртнă мероприятисем графикпа килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика