Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Донор кунĕ

07 ноября 2012 г.

ПУРĂНАН пурнăçăмăрта кĕтмен инкек ăнсăртран сиксе тухать: йывăр чирлесе ÿкетпĕр е аварие çакланатпăр. Кун пек чухне чылайăшĕн пурнăçĕ – тухтăрсен аллинче. Операцисене те чăтса ирттерме тивет. Вĕсен ăнăçлăхĕ тепĕр чух больницăра донорсен юнĕ пурринчен те килет. Кунта хăйне майлă сăваплăх та пур: пĕр çын тепĕр çын пурнăçне çăлса хăварать. Лайăх ăнланаççĕ çакна шăмăршăсем. Ахальтен мар ĕнтĕ районта донорсем йышлă. Вĕсен хушшинче "СССР Хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнисем те темиçен. Вуншар-çирĕмшер е ытларах юн паракансене вара шутласа та кăлараймăн.

Районта донор кунĕсене ирттересси те йăлана çирĕп кĕнĕ. Хальхинче вăл, ноябрĕн 15-мĕшĕнче, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче пулса иртет.

Юн пама, донорсен йышне тăма никама та ирĕксĕрлесе хистеймĕн. Кама çынсен пурнăçĕ хаклă, кам хăйĕн юнĕпе çын ĕмĕрне тăсма пултарать – офис алăкĕ пуриншĕн те уçă. Юн парас текенсен çумра паспорт пулмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика