Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăм туна

07 ноября 2012 г.

Çут тĕнче курнă кунах ашшĕпе амăшĕ ăна Вăрăм Туна тесе ят хучĕç. "Илемлĕ те питĕ шеп!" – терĕç. Шкул алăк хăлăппине тытса пăхичченех ячĕ хăйне çав тери килĕшнине туйса илчĕ Вăрăм Туна. "Ах, епле янравлă ман ят! – хĕпĕртерĕ вăл. – Ах, кама кăна пĕр шелсĕр сăхăп хамăн сăннăмпа!" – ĕмĕтленчĕ вĕçсĕр ĕмĕтпе.

Пĕрин-теприн темле тăрăшсан та ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ пурнăçа кĕмест, Вăрăм Тунан вара ĕмĕчĕ куçне хупса иличченех пурнăçланса та тăчĕ. Алне пĕрремĕш хут ручка тытнăччĕ кăна – çăхав шăрçалантарса та пăрахрĕ. Учительница "Вăрăм Туна, саспаллисене тĕрĕс çыр, Вăрăм Туна, тетраде ан варала", – тесе темиçе хутчен кăна пырса асăрхаттарчĕ, учительница çинчен элек директор сĕтелĕ çине пырса та выртрĕ.

– "Ах-Тур-Тур! – тĕлĕнчĕç шкулта. – Ача сăмахсене çыхăнтарма вĕренеймен, çăхавне вара – пултарнă!" – шарт! çапрĕç пĕççисене пиччесемпе аппасем.

Вăрăм Тунашăн çав кун чăн-чăн уяв пулчĕ. Эх, хĕтĕртрĕç те вара мĕскĕн учительницăна! Педагогика наукине тăрăшсах алла илмелли пирки асăрхаттарчĕç ăна.

Тепрер çултан директор хăй учительницăна каланă сăмахсенех Çутĕç министерствинче министртан илтрĕ. Вăрăм Туна директор пирки унта çырса янă. Директор: "Вăрăм Туна, аслисемпе сăпайлă пул, хисепле, ан тавлаш та ан чăркăш", – тени килĕшмен-мĕн ăна. Эх, тĕлĕнчĕç те вара ялта! "Ача сочинени çырма вĕренеймен, министр патне вара тăван куккăшĕ патне çырнă пек çыру вĕçтерет!" – калаçрĕç килтен-киле.

Вăрăм Тунашăн вара – пĕсехе тулли савăнăç! "Сăхса илтĕм вĕт, юнне вараларăм", – çат! çапрĕ ал тупанне.

– Ара, манран пысăк çыравçă пулать вĕт, – тăрук хăй ăнкарса илнинчен хăй тĕлĕнсе кайрĕ Вăрăм Туна. – Аслă шкулта манăн вырăн!

Ăслă профессорсемпе доцентсем Вăрăм Тунан ятне йĕркеллĕ астуса та юлманччĕ, вĕсенчен пĕрин пирки çăхав вĕçсе те çитрĕ ректор патне. Шакла пуçлă ученăй, студентсен кураторĕ: "Вăрăм Туна, тăрăшса вĕренмелле, Вăрăм Туна, вĕрентекенсемпе тавлашмалла мар", – тесе кăна асăрхаттарнăччĕ, унăн çăварне çав çăхавпа хупласа та хучĕç.

– Ай-тур-тур, кун пекки пулманччĕ-ха, студент ученăя тăн кĕртет! – тĕлĕнчĕç университетра.

Вăрăм Тунашăн – каллех савăнăç. "Кирлĕ пулсан, профессор ятусене турттарса илтеретĕп!" – лĕх-лĕх кулчĕ вăл ăшĕнче.

Пурнăç та маллах, Вăрăм Тунан çăхавĕсем те çÿлерех те çÿлерех вĕçеççĕ. Сăнни вара çынсен ÿтне шаларах та шаларах кĕрет, ытларах та ытлларах юн ĕмсе илет.

Алла ручка тытса ĕçе пуçăннăччĕ кăна çыравçăсен пĕр организацийĕнче, пĕрле ĕçлекенсемпе паллашса та ĕлкĕрейменччĕ – Вăрăм Тунан çĕнĕ çăхавĕ хатĕр те! Хальхинче пуçлăх асăрхаттарса калани Вăрăм Тунана вĕчĕхĕнтерсех ячĕ. Пуçлăх: "Вăрăм Туна, хушнă ĕçе тĕплĕ тумалла, Вăрăм Туна, коллективра туслă пурăнмалла", – тесе асăрхаттанăччĕ кăна, Президент администрацийĕнчен чĕнсе илсе ятласа та илчĕç мĕскĕне.

Вăрăм Туна çав кун çав тери савăннипе вырăн тупаймарĕ. "Эх, – терĕ, – кунпа кăна çырлахмастăп-ха, татах чунне çунтаратăп-ха унăнне", – терĕ, йăл-йăл çиçсе, тÿпене çити сикме хатĕр пулчĕ.

Ăçта кăна çырмарĕ пулĕ алла ручка тытма вĕреннĕренпе Вăрăм Туна. Парти райкомĕнче-и, хула е район администрацийĕнче-и, прокуратурăра е судра-и, чăваш Президенчĕ таврашĕнче-и, Мускаври чаплă пÿлĕмсенче-и – пур çĕрте те Вăрăм Туна шăрçаланă "хайлавсене" таçтанах палласа илекен пулчĕç. Çыравçă пулатăп текенскер, чăнахах та çыравçă пулса тăчĕ – çăхав çыракан çыравçă... Халĕ ăна кам кăна пĕлмест пулĕ. Анчах пĕлсессĕн те аякран çаврăнса тарасшăн унран. Тем пулас-килес пулĕ, сăннине хатĕрех тытать вĕт...

Чиперех çуталса выртатчĕ çапла Вăрăм Тунан пурнăç çулĕ. Тем амакĕ-çке, кĕтмен-туман çĕртен пĕр пысăк йăнăш тучĕ-хучĕ çакăскер. Хунямăшĕ: "Вăрăм Туна-кин, кил-çурта типтерлĕ тыт, Вăрăм Туна-кин, айăпсăр çынсем çине ялан çăхав ан çыр", – тесе асăрхаттарчĕ кăна, хайхискер юн вĕренĕ тапхăрта хунямăшĕ çинчен ваттисен советне элеклесе те ячĕ. Анчах... пĕр эрне иртет, ик эрне, уйăх, тата уйăх... Хунямăшне чĕнсе вăрçмаççĕ! Ак, тамаша! Вăрăм Туна, çиллине пытараймасăр, татах шурă хута хуратать. Хальхинче – тата аслăраххисем патне çырать вăл. Каллех чĕнмеççĕ... Ку каллех çырать – лешсем каллех мĕшĕлт! те тумаççĕ. Ÿркенмесĕрех унта çитет, кунта çитет – пур çĕрте те "Хунямуна чĕнсе ăс кĕртме саккунра çырман", – тесе хуравлаççĕ. Вăрăм Туна, халиччен никамран та парăнса курманскер, тарăхнипе шапа пек шап! çурăлса кайма хатĕр. Госдума мĕншĕн-ха халиччен те çавăн пек саккун йышăнман тесе Раççей Президенчĕ патне çăхав çырма сĕтел хушшине анчах вырнаçса ларнăччĕ вăл, хунямăшĕ кĕчĕ-тăчĕ ун патне. Кинĕ хăйĕн пирки таçта та хут вараласа çырнине пĕлекенскер, çапла терĕ:

– Ку килте саккуна Госдума мар, эпĕ йышăнатăп. Ку – пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕ: çынсен юнне сăхса пурăнакансем валли пирĕн килте те, ниçта та вырăн çук. Виççĕмĕшĕ: тасал кунтан, йăх-яху ан пултăр.

Çакăн хыççăн Вăрăм Тунан çырас ăсталăхĕ самаях чакнине калаççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика