Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă водительсем

10 ноября 2012 г.

ПОЛИЦЕЙСКИЙ-водительсен ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă. Преступлени тунă вырăна "вĕри йĕр" тăрăх кайса çийĕнчех уçса памалла чухне е автомашинăллă преступника хăваланă вăхăтра вĕсен ĕçĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çак ÿкерчĕкре эсир (сулахайран сылтăмалла) Марс Тимирбулатов, Юрий Карпов тата Александр Борисов полицейский-водительсене куратăр. Вĕсем ĕçре тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ, хăйсене шанса панă "УАЗ" маркăллă автомашинăсене яланах юсавлă тытаççĕ. Оперативлă шырав ушкăнне лартса вĕсем хăйсен автомашинисемпе талăкăн хуть-хăш сехетĕнче те, кирек мĕнле çанталăкра та çула тухма хатĕр. Водитель пулнисĕр пуçне службăра ытти хăш-пĕр ĕçсене те тăваççĕ.

Служба тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă май, Марс Тимирбулатов аслă сержанта, Юрий Карпов старшинана тата Александр Борисов аслă сержанта полици уйрăмĕн начальникĕ нумай хутчен тав тунă, укçа премийĕсем парса чысланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика