10 ноября 2012 г.
ПИРĔН ÿсĕмри çынсем ачаран хаçат-журнал, кĕнеке вуласа ÿснĕ. Эпĕ хам та шкула кайма тытăнсан, чи малтанах район хаçатне алла илеттĕм. Мĕн илĕртнĕ ачана – пĕлместĕп: ун чухне ытларах шкул пурнăçĕ кăсăклантарнă пулĕ. Ÿсерехпе вара тавра курăм та ÿсрĕ: районта пулса иртекен пулăмсем интереслентерме пуçларĕç: ăçта, хăçан мĕскер пулса иртнĕ; Хаçат вĕсене хальхи пекех туллин çутататчĕ.
Мĕншĕн юрататăп, çырăнса илетĕп район хаçатне; Вăл хăйĕн çул-йĕрне çирĕп тытса пыни савăнтарать. "Шăмăршă хыпарĕ" – район историйĕ, унăн кашни страници пуласлăхшăн çырăнса юлать.
"Шăмăршă хыпарĕ" – район пурнăçне туллин, тĕрлĕ енлĕн çутатакан хаçат. Ман шутпа кашни килтех пулмалла вăл, ăна районта пурăнакансен кашнинех çырăнса илмелле. Ытти хаçатсенчен чи малтан вулакан тăван хаçатăмăра алла илтĕр.