10 ноября 2012 г.
Атăл юхан шывĕ çинче навигаци тапхăрĕ вĕçленсенех Валерий Кудряшов Шăмăршă районĕнчи Шалти ĕçсен пайне ĕçлеме куçнă, милицин участокри инспекторĕн должноçне йышăннă. Кăштах ĕçлесенех ăна Елабуга хулинчи милицин ятарлă вăтам шкулне участковăй инспекторсен курсне вĕренме янă. Унта Çĕнĕ Шăмăршă çамрăкĕ çине тăрсах право пĕлĕвне туптанă. Офицер должноçĕнче ĕçлеме çирĕп пĕлÿ кирлине лайăх ăнланнă вăл. Çарпа физкультура хатĕрленĕвĕн занятийĕсенче те тăрăшуллă пулнă. Çар службинче виçĕ çул пиçĕхни те вĕренÿре пулăшсах пынă ăна.
Вĕренĕве вĕçлесен Валерий Ивановича милицин кĕçĕн лейтенанчĕн званине панă. Вăл тÿрех хĕрÿ ĕçе пуçăннă. Хăйне шанса панă участокра яланах право йĕркисем хуçаланччăр, граждансем хăйсене саккунсен хÿтлĕхĕнче пулнине туйччăр тесе çине тăрса ĕçленĕ. Пĕрлех профилактика ĕçне те тимлĕхре тытнă: Шăмăршă вăтам шкулĕнче, Шăмăршă тата Баскак ял Совечĕсене кĕрекен ялсен культура учрежденийĕсенче право темипе калаçусем ирттернĕ, тÿнтерле ĕçсем тусан мĕнлерех явап кĕтнине ăнлантарнă.
Йĕркесĕрлĕх палăрсан, участковăй унта чи малтан çитнĕ. Урамра витререн тăкнă пек çумăр лÿшкет-и, куç курми çил-тăман çавăрттарать-и – Валерий Иванович тÿрех "вĕри йĕр" тăрăх кайнă. Нумай чухне преступленисене хăех уçса панă вăл. Паллах, кирлĕ пулсан, милицин оперативлă шырав ушкăнне те чĕнсе илнĕ. Тĕрĕслĕхшĕн тăрăшасси, преступленисен çулне пÿлесси унăн пурнăçĕн пĕлтерĕшĕ пулса тăнă. Çакăншăн çамрăк участковăя халăх хушшинче те, шалти ĕçсен пайĕн коллективĕнче те хисепленĕ. Валерий Кудряшов пĕр çулталăкранах пайри чи пултаруллă сотрудниксен йышне кĕнĕ.
1971 çулта, илемлĕ çу кунĕсенче, Пограничнăй çарсенче служба тивĕçне пурнăçласа эпĕ Шăмăршăна таврăнтăм. Çар комиссариатне учета тăма кайсан çар комиссарĕ И.Белявский мана кăштах тăхтаса тăма ыйтрĕ. "Пăхатăп та, санăн – кăкăр тулли знаксем, терĕ вăл. – Сержантсен шкулне те пĕтернĕ. Йытăпа йĕр йĕрлекен инструктор пулнă. Милици начальникĕ Кондратьев пĕр маттур салтака хăй патне яма ыйтрĕ. Кĕрсе тух-ха ун патне çула май. Тен, йĕрке хуралĕнче ĕçлеме пуçлăн..." Милици начальникĕ патне кĕрсен, вăл мана милиционерта ĕçлеме ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех.