10 ноября 2012 г.
ЕПЛЕ аван кĕрхи вăрманта! Йĕри-тавра кĕрен, сарă, хăмăр тĕссем куçа илĕртеççĕ. Уçă сывлăша питĕ таррăн сывласа илетĕн те чунра та уçă. Вăрманта кайăксем юрламаççĕ ĕнтĕ. Чылайăшĕ кăнтăра вĕçсе кайнă. Пĕр ула такка шакканă сасă çеç илтĕнет. Вăрманти йывăçсем çинчен илемлĕ çулçăсем çĕре вĕлтĕртетсе анаççĕ, ура айĕнче чăштăртатаççĕ. Юмахри пекех туйăнать.
Асанкассинчи пуçламăш класра вĕренекен ачасем куçа илĕртекен вырăна çывăхри вăрмана курма кайрĕç. Мĕн кăна интереслентермест 1 класс ачисене – хуравласа çеç ĕлкĕр. Хăйсен куçĕсемпе курнă кăткă йăви, унталла та кунталла кайнă пăши йĕрĕсем шухăша яраççĕ, тунката çинчи кăмпасем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ. Çулçă çĕре мĕнле ÿкни тăрăх малашнехи çанталăка чухлама пĕлни те ачасемшĕн çĕнĕлĕх пулчĕ. Вĕренекенсемшĕн çак экскурси нумайлăха асра юлĕ, вăл тăван тавралăха упрамалли çинчен аса илтерсех тăрĕ.