14 ноября 2012 г.
ШУПАШКАРТА пĕтĕм Раççейри "Пурнăçа лайăхлатма паха опытпа усă курар!" форум иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăн Чăваш Енри пахалăх эрнине халалланă. Вăл Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн конференц-залĕнче уçăлнă.
Паха опытпа паллашма форума çĕр-шыври нумай хуларан килнĕ. Пĕлтĕр ăна Саранскра йĕркеленĕ. Килес çул Чул хулара ирттерме йышăннă.
Çавăн пекех республикăн Наци библиотекинче "Сывлăх сыхлавĕ – паха пурнăç никĕсĕ", "Промышленноçра, пулăшу кÿрекен отрасльте пахалăха тивĕçтересси", "Экологи тата çĕр-шывăн сулмаклă аталанăвĕ", "Строительство бизнесĕнчи пахалăх тата стандартизаци", "Пĕтĕм тĕнчери пахалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе ял хуçалăхĕнче паха продукци туса илесси" ыйтусемпе "çавра сĕтел" иртнĕ.