Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ 100 фельдшер акушер пункчĕ уçăлать

14 ноября 2012 г.

НОЯБРЬ уйăхĕн 2-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче ял халăхне малтанхи медицина-санитари пулăшăвĕ парассине лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан указа алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн 2016 çулччен ялсенче çĕнĕ йышши 100 фельдшер-акушер пункчĕ тăвĕç.

Медпулăшупа усă курассине меллĕ тăвасси Чăваш Ене уйрăмах кирлĕ. Кунта халăхăн 41 проценчĕ ялсенче пурăнать (Раççейре – 26,3 процент). Тивĕçлĕ инфратытăм пур: территорисен пĕрлехи 15 медицина центрĕ, районсен 21 тĕп больници, 198 врач офисĕ, 525 фельдшер-акушер пункчĕ. Алă пуснă указ – çак мерăсен тăсăмĕ. Çак йышăну çынсене районтан тухмасăрах паха медпулăшупа усă курма май парĕ – çĕнĕ 100 фельдшер-акушер пунктĕнче пулăшу илĕç. Участок врачĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен ĕçĕнче профилактика тĕп вырăнта пулĕ. Çак ĕçе 2013-2015 çулсенче пурнăçлама палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика