Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтерни

14 ноября 2012 г.

ЧĂВАШ Республикин 2002 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин Адвокатсен палати çумĕнчи квалификаци комиссийĕн членĕсене – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представителĕсене суйламалли йĕрке çинчен" 31-мĕш Саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин Адвокатсен палати çумĕнчи квалификаци комиссийĕн йышне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представителĕсене суйламашкăн ирттерекен конкурса хутшăнма документсем йышăнма пуçласси çинчен пĕлтерет.

Раççей Федерацийĕн 35 çула çитнĕ, аслă юридици пĕлĕвĕ илнĕ, специальноçпа 8 çултан кая мар ĕç стажĕ пухнă, маларах çитес вăхăтри ĕç-хĕлпе килĕшсе тăман ĕçсем туман, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн е муниципалитет йĕркеленĕвĕн халăх суйлакан органĕн депутачĕсем шутланман, патшалăх е муниципалитет службин должноçĕсене йышăнман граждансем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представителĕсем пулма пултараççĕ.

Çак çынсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн представителĕсем пулма пултараймаççĕ:

саккунпа пăхнă йĕркепе судпа айăпланине пăрахăçламан е çак вăхăта татман пулсан;

суд ĕç татма е явап тытма, хăш-пĕр ыйтăва хăй тĕллĕн татса пама пултараймасть тесе йышăннă çынсем;

наркологи е психоневрологи диспансерĕсенче шутра тăракансем;

тĕрĕс мар сведенисемпе документсем тăратнисем.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйланă представителĕсем пулма кăмăл тунисен çак документсене тăратмалла:

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ячĕпе ыйтса çырнине, унта хушамата, ята, ашшĕ ятне, хăçан çуралнине, пĕлĕве, ĕçĕн е службăн тĕп вырăнне (ĕçĕн е службăн тĕп вырăнĕ пулмасан – мĕн енĕпе ĕçленине), должноçа, пурăнакан вырăн адресне, çыхăну тытмалли телефона кăтартмалла;

автобиографи;

кам пулнине çирĕплетекен документа е унăн копине;

юридици пĕлĕвĕ илнине çирĕплетекен документа е унăн нотариус ĕнентернĕ копине, ĕç кĕнекине, ĕçленине çирĕплетекен ытти документа е вĕсен тивĕçлипе ĕнентернĕ копийĕсене;

психоневрологи е наркологи диспансерĕсенчен панă медицина справкисене.

Документсене çак пĕлтерĕве пĕрремĕш хут пичетленĕ кунран 30 кун тăршшĕнче тăратаççĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Шупашкар хули. Президент бульварĕ, 10. Çыхăнмалли тел.: 62-10-34.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика