14 ноября 2012 г.
(Малалли. Пуçл. 135-137 ном.).
1971 çулхи сентябрь пуçламăшĕнче, каçпа эпир черетлĕ хут хирсене, йĕтемсенчи фермăсенчи лару-тăрăва тата хуралçăсем хăйсен тивĕçне еплерех пурнăçланине тĕрĕслеме пуçтарăннăччĕ. Анчах та пайри дежурнăй чаçри оперативлă дежурнăй пире пĕр синкерлĕ хыпар пĕлтерчĕ. "Сельхозтехника" предприяти тĕлĕнчи çул çинче виçĕ çамрăка пĕр автомашина çапса хăварнă-мĕн, аманнисем çул çинче выртаççĕ. Водитель авари вырăнĕнчен тарнă. Оперативлă следстви ушкăнĕ пырса çитиччен пирĕн маларах çав вырăнта пулмалла, вăл тавраша сыхламалла (ыттисем пырса оперативлă следстви йĕрне пăсасран). В.Кудряшов участковăйпа иксĕмĕр авари вырăнне мотоциклпа хăвăрт çитрĕмĕр. Вăл мотоциклне çул варрине лартрĕ те мана милиционерсен патаккине тыттарчĕ. "Тепĕр енне кай та авари вырăнне никама та ан яр", – терĕ. Валерий Иванович вара çак вăхăтра "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕн хуралçине, диспетчерне, автозаправка операторне ыйтса тĕпчерĕ, çак çамрăксене мĕнле автомашина çапса хăварни, вăл хăш еннелле тарса кайни пирки калаçрĕ. Эпир çитнĕ вăхăталлах тĕп больницăран "васкавлă пулăшу" автомашини килчĕ. Виçĕ çамрăкран пĕри вилнĕ иккен, иккĕшĕ йывăр аманнă.
Оперативлă следстви ушкăнĕ килнĕ çĕре В.Кудряшов çак çамрăксем Энтĕрьел çыннисем пулнине, вĕсене "ЗИЛ" маркăллă автомашина çапса хăварнине тĕпчесе пĕлчĕ. Милици пайĕн начальникĕ А.Кондратьев хушнипе пирĕн "вĕри йĕр" тăрăх кайса Энтĕрьелĕнчен пуçласа Мишер Тĕкки, Ирçе Тĕкки, Шланкка, Мучелей ялĕсенчи "ЗИЛ" маркăллă автомашинăсене тĕрĕслесе тухмаллаччĕ (шел, унăн номерне никам та куракан пулман). Эпир мотоциклпа çула тухрăмăр. Патшалăх автоинспекторĕ Н.Качанов, уголовнăй шырав инспекторĕ Г. Осипов, тата пай начальникĕ А.Кондратьев автомашина çине ларса Асанкасси, Пăчăрлă Пашьел, Кивĕ Чукал, Шамккай, Вырăс Чукал, Никишино, Улмаллă ялĕсене тухса кайрĕç.
Эпир хамăра хушнă ялсенче пулнă хыççăн çÿлерех асăннă милици офицерĕсемпе Кивĕ Чукал ялĕнче тĕл пултăмăр, тĕпчев ĕçĕпе Вырăс Чукалнелле çул тытрăмăр. Çĕрĕпе шыранă хыççăн, ирхине 4 сехетре çак аварие тунă "ЗИЛ" автомашинăна Вырăс Чукалĕнче тупса палăртрăмăр. Автомашинăн малти пайĕнче тата кузов çинче юн йĕрĕсене асăрхарăмăр. Унăн водителĕ, ÿсĕрскер, килĕнче çывăратчĕ. "ЗИЛ" автомашинăна та, авари тунă водителе те милици уйрăмне илсе килтĕмĕр.
Çак факт В.Кудряшовпа юнашар ĕçленĕ чухнехи асра юлнă пĕрремĕш задани пулчĕ темелле. Оперативлă ĕçленĕшĕн пай начальникĕ иксĕмĕре те приказ çырсах Тав тунăччĕ.
В.Кудряшовпа иксĕмĕре Баскак ял Советне кĕрекен таврашри вăрман пушарĕсене сÿнтерессинче йĕрке туса тăни те асра юлнă. Валерий Ивановичпа иксĕмĕр хамăр тăрăхри тата кÿршĕллĕ районсенчи предприятисемпе организацисенчен килекен çынсен ят-шывне çырса пыраттăмăр, вĕсене вăрман сÿнтерессин хăрушсăрлăх йĕркисене ăнлантараттăмăр.
Питĕ хăрушшăн шатăртатса çунакан вăрман пушарĕ Кирилл Стан паççулкки патнелле çывхарсан, эпир хушнипе, плуг çаклатнă тракторсем ун йĕри-таврашне сухаласа çаврăнчĕç. Вăрман пушарĕпе кĕрешессинче хирĕçле вут тивертмелли майпа та усă кураççĕ. Хăйĕн çине яваплăх илсе Валерий Иванович пушар сÿнтерекенсене Кирилл Станĕ çумĕнчи вăрмана тивертсе яма хушрĕ. Çиелтен çунса килекен вăрман çине хирĕçле пушар янă хыççăн çак паççулккă вутран хăтăлса юлчĕ.
Кун хыççăн эпир мотоциклпа Мулла паççулкки енче çунакан вăрман еннелле кайма тухрăмăр. Анчах та эпир çÿлтен çунса килекен пушар айне лекрĕмĕр. Каялла çаврăнма пуçланă вăхăтра мотоцикл хăйăрлă çул çинче путса ларчĕ. Ăна тĕртнĕ чухне пирĕн çине вутлă туратсем тăкăнма пуçларĕç. Эпир хăвăртрах айккинелле тапса сикрĕмĕр. Паллах, мотоцикл çунса кайрĕ.