14 ноября 2012 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 136-137 номерсенче.)
– Хам ирĕкпе фронта кайма темиçе хутчен те рапорт çырнă эпĕ! – Сахар сăмахĕсене пÿлсе хĕрÿлленсе калаçрĕ Алмазов.
– Фронтовика ăнлантарма кирлĕ мар, капитан, пит каясах тенĕ пулсан, тытса тăмастчĕç. Шăпа тени чăннипех те тĕрлĕрен пулать çав: кам фронтра çапăçать, кам тылра ыр курса пурăнать...
– Эпĕ вăрçă тăршшĕпех тылри службăра ларнă тесшĕн-и эсĕ;!
– Çапла мар-и вара; Пĕлетпĕр сирĕн йышшисене. Вунă класс пĕтернĕ те, фронта каяссинчен пăрăнса тÿрех çар училищине кайса кĕнĕ. Офицер званийĕ илсен те тылрах юлма май тупнă – çар комиссариатĕнчи çемçе пукана йышăннă.
– Çапла, тĕрĕсех, вăрçă пуçламăшĕнче мана, вунă класс пĕтернĕ йĕкĕте, пехота училищине вĕренме ячĕç, – сассине йăвашлатрĕ Алмазов. – Пĕр çулталăк ытларах вĕренсе лейтенант званийĕ илсен, пин те тăхăр çĕр хĕрĕх иккĕмĕш çулхи кĕркунне, Калинин фронтĕнче взвод йышăнтăм. Оборонăра тăнă чухне салтаксемпе пĕрле сивĕ окопсенче сахал мар шăнса ĕнтĕркенĕ. Калинин хулине фашист эшкерĕсенчен тасатсан мана рота шанса пачĕç. Сахал мар хулапа яла тăшманран ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă эпĕ хамăн ротăпа. Хĕрĕх тăваттăмĕш çулхи февральте вара Новгород облаçĕнчи Маево чукун çул станцийĕ таврашĕнче мана йывăр амантрĕç. Шупашкарти госпитальте икĕ уйăха яхăн сипленнĕ хыççăн сирĕн районти çар комиссарĕ пулма çирĕплетрĕç...
– Хăвна офицер тесе çын савнийĕсене туртса илме те право пур тесе шутларăн пулĕ эсĕ.
– Хĕр кама савать – çавна каять. Апла пулсан, Даша мана ытларах юратнă. Çавăнпа вăл сана кĕтсе илме те шутламан. Ăнлантăн-и;! Юлашкинчен çакна хушса калатăп: енчен те эсĕ çак çурт таврашне тепĕр хут ура ярса пуссан!..
– Ан хăрат, капитан, эпир ытлашши хăракан йышшисемех мар! – терĕ те Сахар, Алмазов умĕнче пуçне юриех кăн! каçăртса пахча хыçĕпе улăхалла сĕнкĕлтетрĕ.
Кайри пÿртри тимĕр кравать çинче çÿçĕ сÿс пек чăлханнă, эрни-эрнипе урăлмасăр ĕçнипе пит-куçĕ шыçăнса кайнă хĕрарăм ларнине курсан, вăл шăпах хăйĕн арăмĕ пулнине малтанласа ĕненесшĕн те пулмарĕ капитан. Йĕп тирĕннĕ евĕр чĕрене ыраттаракан ÿкерчĕк çине пăхса тăнăçемĕн, такам карланкăран пăвнăн, Алмазов йывăррăн сывлама пуçларĕ, тăнлаври юн тымарĕсем халь-халь татăлса каясла хыттăн туртăна-туртăна тапрĕç. Утнă майăн Дашăн пилĕкĕ çинче вĕлтĕр-вĕлтĕр выляса пынă хулăн та вăрăм çивĕт вырăнĕнче халĕ шĕвĕ çÿç купи тăрмаланса тăрать, пиçсе çитнĕ çĕмĕрт тĕслĕ курăннă хура куçĕсенче пăтранчăк шĕвек йăлтăртатать, çавра пичĕ шыçăнса илемсĕрленнĕ, сарăхса тĕксĕмленнĕ. Арăмĕ çинчи лÿчĕркенчĕк те вараланчăк кĕпене тахçан симĕс атласран çĕлетни çав-çавах илĕртÿллĕн курăнакан тулли те çавра кăкăрĕсем çинче кăна палăрать. Алмазовăн чышкисем самантрах чăмăртанчĕç, кĕрхи сивĕ çумăрпа çип юлми лачкам йĕпеннĕ чухнехи евĕр, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе тăр-тăр! чĕтреме тытăнчĕ. Ĕçкĕ шурлăхне путма пуçланă, хăйне ют арçынпа улăштарнă хĕрарăма çÿçрен ярса тытса урайне хыттăн çавăрса çапма, ăна тапа-тапа хĕнесе тăкма хистекен шухăшсем сăмаварти шыв пекех чашкăрса вĕрерĕç унăн пуçĕнче. Упăшки умĕнче хăйĕн айăпне витĕр туйса тăраканскер, çакна хĕрарăм çийĕнчех сисрĕ, типшĕм аллисемпе пит-куçне хупларĕ. Ниепле те хăтăлса тухма шанăç çук читлĕхе лекнĕ мĕскĕн чĕрчуна çывăххăн аса илтерчĕ вăл. "Лăплан, капитан, сан умра тăшман çук, – янăрарĕ çав вăхăтра Алмазова пĕр хăйне кăна илтĕнекен шалти сасă, – Пурнăçра йăнăш утăм тунă, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне вăхăтлăха çухатнă вăйсăр хĕрарăм кăна вăл. Ăна ăнсăртран вĕлерсе пăрахсан капитан пакунĕпе сывпуллашăн, тĕрмене ăсанăн, тăватă çулти ывăлна сĕм-тăлăха хăварăн, ĕмĕрлĕхех ырă ятна çухатăн..." Мĕнле йывăр лару-тăрура та хăйне çирĕп алăра тытма хăнăхнăскер, хальхинче те усал вăй-хăвата çиеле тухма памарĕ Алмазов, ерипен лăпланса кравать умĕнчи хыçлă тенкел çине йывăррăн тĕшĕрĕлчĕ.
– Каçар, капитан, упраса пурăнаймарăм эпĕ хамăрăн таса юратăва, – шала кайнă улшăнчăк сасăпа калаçрĕ мухмăр-сухмăрлă арăмĕ. – Пĕтĕмпех ĕçкĕ аташтарчĕ мана. Эрех-ханшана хăнăхса кайман пулсан, Сахар çак çурт çывăхне те пыраймастчĕ...
– Мĕнле майпа çыхланса кайрăн тата çав йĕксĕкпе;! – çиллессĕн ыйтрĕ Алексей.
– Пĕтĕмпех Тукасри пĕччен пурăнакан Маттĕрне турĕ çакна, – ăнлантарма пуçларĕ арăмĕ. – Сахар кăçал февральте салтакран таврăннă та эсĕ Свердловск облаçĕнче службăра тăнине, эпĕ ĕçкеленине пĕлсен, икĕ кĕленче эрехпе каçхине Маттĕрне патне пынă, хăйне манпа улах туса пама ыйтнă. Ĕçме юратаканскер, лешĕ тÿрех килĕшнĕ. Маттĕрнепе иксĕмĕр самаях хĕрсен пирĕн киле Сахар хăй те пырса кĕнĕ, манпа, ÿсĕр хĕрарăмпа, пĕрле çывăрма юлнă...
(Малалли пулать).