Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вероника Скворцова: «Чăваш Ен тĕслĕхĕ савăнтарать»

30 марта 2013 г.

МАРТĂН 25-26-мĕшĕсенче Шупашкарта "Медицина реабилитацийĕ – çынсем вилессине тата инвалида тухассине чакаракан мел" темăпа пĕтĕм Раççейри канашлу пулнă, ăна ертсе пыма РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова килнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Вероника Скворцова тата Алла Самойлова министрсем Президентăн перинаталь центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, "Çире пур хĕрарăмсен шкулне" çÿрекенсемпе – ача кĕтекенсемпе – тĕл пулнă.

"Шывпа пылчăк сыватмăшĕ" санаторире пациентсене реабилитацин амбулатори тата санаторипе курорт тапхăрĕнчи пулăшăвĕн технологийĕсене аталантармалли мелсене тишкернĕ. Республикăри ача-пăча клиника больницин ĕçне хакланă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче госпиталĕн уйрăмĕсенче пулнă.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче иртнĕ пленарлă пĕрремĕш ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова, ЧР Министрсен кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси патшалăхăн тĕрлĕ шайри органĕсен пĕлтерĕшлĕ миссийĕ пулнине палăртнă. Халăхăн медицина ыйтăвĕсене тивĕçтересси сисĕнмеллех лайăхланнă.

Канашлура Раççей Федерацийĕнче реабилитацин 2020 çулчченхи аталанăвĕн концепцийĕн тĕп положенийĕсене сÿтсе явнă. Чăваш Республикинче ăна пурнăçа кĕртмелли мелсемпе Алла Самойлова министр тухса калаçнă.

В.СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика