30 марта 2013 г.
ЧĂВАШ ЕН Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чул хулара федерацин Атăлçи округĕнчи право хуралĕн органĕсен ертÿçисен ведомствăсен хушшинчи анлă канашлăвне хутшăннă.
Ăна Раççей Федерацийĕн генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев ертсе пынă. Канашлура федерацин Атăлçи округĕнче саккуна пăсса наркотиксем сарассипе кĕрешессипе çыхăннă темăна тата çак ĕç-хĕл тухăçлăхне ÿстермелли мерăсене сÿтсе явнă.
Канашлăва РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Хăрушсăрлăх тата коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Ирина Яровая, Раççей ФСИНĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ Эдуард Петрухин, округри право хуралĕн органĕсен ертÿçисем, Раççейĕн Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, Раççейĕн Атăлçи округĕнчи субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен должноçри аслă çыннисем, тĕн тата общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Н.ПАВЛОВ.