Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стаканра – алкогольсĕр сăра

30 марта 2013 г.

 

ЮЛАШКИ çулсенче çул çитмен çамрăксем хăйсен çуралнă кунĕсене паллă тăвасси е Çĕнĕ çул каçĕнче пĕрле пухăнса ларасси йăлана кĕрсе пырать.

Тантăшсемпе юнашар ларса тутлă, техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйланни, çуралнă кун ячĕпе кĕнеке е духи-одеколон парнелени начар мар-ха. Анчах та ашшĕ-амăшĕ менельник е Çĕнĕ çул ячĕпе сĕтеле ача-пăча шампанскийĕпе "пуянлатни" – пачах вырăнсăр. Ачасем, аслисем евĕр, фужерсене çак шампанские тултараççĕ, пĕр-пĕрне Çĕнĕ çулпа е çуралнă кунпа саламласа, ырлăх-сывлăх сунса, ăна тĕппипе пушатаççĕ. Çакă вара кайран, тата кăштах ÿсерехпе, çул çитменнисене чăн-чăн шампань эрехне туянасси, ăна ушкăнпа ĕçесси патне илсе пырать. "Атте-аннен ырă йăлине мĕншĕн пăсас-ха;" тесе шутлаççĕ вĕсем.

Хăш-пĕр ачасен сĕтелĕ çинче алкогольсĕр сăра та курма пулать. Ăна та стакансене ярса, пĕр-пĕрне сывлăх та телей сунса тĕппипех ĕçсе яраççĕ. Аслисен йăлине мĕншĕн пăсас-ха; Çакна та ашшĕ-амăшĕ курмăш тăвать е "асăрхамасть". Ара, алкогольсĕр сăра ĕçеççĕ-çке-ха ачасем. Каярахпа вара, ача чăн-чăн сăрана тăтăшах ĕçме пуçласан, 18 тултаричченех хĕрĕнкĕ çÿреме тытăнсан, ашшĕ-амăшĕ тĕлĕнет: кама хунă пирĕн ывăл; Вăл сиенлĕ йăла патне туртăнасси менельник кунĕнче е Çĕнĕ çул каçĕнче ача-пăча шампанскийĕ е алкогольсĕр сăра ĕçнинчен пуçланман-и вара; Ачана аслисен "ырă йăлине" пурнăçлама мĕншĕн ирĕк панă малтан; "Атя, ĕç, алькогольсĕр шĕвек ĕçнипе начарри нимĕн те пулмасть, эпир ирĕк паратпăр", – теменччĕ-и вара эсир менельник кунĕнче;

18 çула çитиччен яшсемпе хĕрсен алкоголь шĕвекĕсем пачах та ĕçме юрамасть. Çамрăк организм алкоголь шĕвекĕсене хăвăрт хăнăхать. Çул çитменнисен тапхăрĕнчех эрех-сăра ĕçнĕ çын кайран сиенлĕ йăларан ниепле те хăтăлайман тĕслĕхсене сахал мар пĕлетпĕр эпир.

Н.ПОЛЯКОВА, врач-нарколог.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика