30 марта 2013 г.
ПОМИДОР калчине йăран çине куçарса лартиччен – 40-50, хăярăнне, кабачокăнне, патисонăнне куршакра 20-25 кун çитĕнтермеллине шута илсен – çывăх вăхăтрах ĕçе пикенмелле.
Хăяр тата помидор вăрлăхне малтан шÿтермелле тата сăмсалантармалла: вĕсене нÿретнĕ çемçе пусма татăкĕ çине хурса 22-25 градус ăшăра тытмалла. Е ăшăх турилкке тĕпне сарнă 2-3 хутлă туалет хучĕ çине вырнаçтармалла, çиелтен те унпах витмелле, типсе каясран шăварса тăмалла. Вăрлăх хуппинчен тухакан тата ăна сăмсаланма кансĕрлекен эфир çăвĕнчен хăтăлас тĕллевпе шыва 4-6 сехетрен улăштармалла.
Купăста, пăрçа, салат, хăяр, редис вăррине çапла майпа – 12-18, кишĕре, сухана, помидора, кăшмана, петрушкăна – 24-48, укропа 62 сехет тытмалла.
Хăярпа помидорăн хатĕрлесе çитернĕ вăрлăхне тăпрана 0,3-0,5 см тарăнăш акнă савăта пленкăпа витмелле, ăшă та тĕттĕм вырăна лартмалла. Хунавсем çĕре шăтарса тухма тытăнсан чÿрече янаххи çине куçармалла. Помидор акнă çĕрĕн температури пĕчĕкрех пулмалла – кун пек чухне калча çÿллĕ ÿссе каймасть, тĕреклĕ те çирĕп пулать.
Çакна асра тытăр: суту-илÿре халĕ ахаль вăрлăх кăна мар, гибридли те сĕнеççĕ (ăна F1 паллăпа палăртаççĕ). Тухăçĕ пысăк, пахалăхĕ лайăх, чир-чĕре парăнмасть. Çакă пĕрремĕш сыпăкри ÿсен-тăранăн палăракан гетерозис эффекчĕпе çыхăннă. Урăхла каласан гибридран çитĕнтернĕ пахча çимĕçрен тепĕр çул акмашкăн вăрлăх хатĕрленин усси çук – тухăçпа савăнтармасть. Апла тăк вăрлăха çулленех çĕннине туянмалла.
Çапах та гибридăн паха енĕсем лайăх пăхса ÿстерсен кăна палăраççĕ. Пахчари çĕр тухăçсăр, шăварса тăмашкăн кансĕр чухне яланхи вăрлăхпа усă курма сĕнеççĕ. Ăна икĕ хут нумайрах виçепе акни вырăнлăрах.
Сăмах май, пастернак вăрлăхĕ 1-2, суханăн, укропăн, петрушкăн, кăшкар утин, баклажанăн – 2-3, йÿç кăшманăн, спаржăн, латăк салатăн, шпинатăн, редисăн, чечеклĕ купăстан, пуçлă купăстан, сельдерейĕн, çарăкăн, кишĕрĕн – 3-4, арпусăн, кăшманăн, пăрăçăн, хăярăн – 4-5, пăрçан – 5-7, помидорăн 7-9 çул шăтаслăха çухатмаççĕ. Иртнĕ çулхи вăрлăхран çитĕнтернĕ çимĕçĕн тухăçĕ вара пысăкрах.
З.МИХАЙЛОВА, пахчаçă.