Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçар, хĕр пĕрчийĕм

30 марта 2013 г.

 

(Малалли. Пуçламăшĕ 20-35 номерсенче).

– Гена, эсĕ мана чăнласах питĕ юрататăн-и; – сăмаха аякран пуçларĕ арăмĕ.

– Тĕл пулнă самантранах, манăн савнă мăшăрăм, –пилĕкрен тытса икĕ пит çăмартинчен чуп туса илчĕ упăшки. – Ĕнен: сансăр пурăнаймастăп та эпĕ, Оксаночка. Санпа пĕрлешнĕренпе манăн пурнăçăм илемленчĕ, унăн пĕлтерĕшĕ тарăнланчĕ...

– Гена, сана халиччен тĕрĕссине каламаннишĕн каçарсам мана... Манăн... ача пур, – сăмахсене тата-тата ерипен калаçрĕ Оксана. – Виçĕ уйăхри хĕрĕме хăвăнни вырăнне хума, ăна хамăр çемьене йышăнма пултаратăн-и эсĕ; Мана хисеплетĕн пулсан, ачана та юратма пултаратăн-и; Тархасласах ыйтатăп сана, Гена, кун пирки! – упăшки умĕнче чĕркуççи çине лап! ларса, унăн урисене ыталаса илчĕ Оксана.

– Çакнашкал начар хыпара илсе килес терĕн иккен манăн кил-çуртăма! – арăмĕн аллисене карт! туртса вĕçертрĕ упăшки. – Апла пулсан, улталанă мана... Сĕмсĕррĕн улталанă! Юхха хĕрарăм ÿт-пĕвĕ çине сăпайлăх чатăрĕ витсе, мана, хулари ĕçлĕ çынсем хушшинчи хисеплĕ гражданина, ултавлă майпа качча тухнă! Ман патăма тĕрлĕ шайри руководительсемпе влаçра ларакансем çара аллисене тăсса, пулăшу пама тархасласа пуç çапнине пĕлетĕн-и эсĕ;! Хулари паллă çыннăн, пысăк лавкка хуçин чиперкке арăмĕ унччен арçынсемпе тĕлли-паллисĕр асса çÿренĕ, хĕр пуçăн ача çуратнă... Камран çав "вĕлтĕрен кайăкĕ"; Кăна амăшĕ хăй те пĕлмест, тĕшмĕртмест. Мĕншĕн тесен вырăна паян пĕр арçын ăшăтать, ыран – иккĕмĕш, тепĕр кун – виççĕмĕш... Шыра, туп ача ашшĕне хулара! Çак вăрттăн хыпар тăрă шыв çине тухсанах манран куçранах кулĕç...

Оксана ура çине тăрса урса-урмăшса кайнă мăшăрĕ çине самантлăха пăхса илчĕ те ăна, яланах ăшă хĕм сапса пăхаканскере, палласа та илеймерĕ: кăвак куçĕсем шăнтнă услам çу чăмаккисем евĕр сиввĕн те шăтарасла пăхаççĕ, пĕтĕм ÿт-пĕвĕ сÿтĕн пек чĕтресе тăрать. Вăл ÿсĕр çынла тайкаланса утса кайрĕ те, хыçлă тенкел çине лаш! ларса, пуçне, хăйăр тултарнă хутаç пек, сĕтел çине шаплаттарчĕ.

– Мĕншĕн тата мĕнле айăпшăн иккĕн тан улталарĕç мана хĕрарăмсем;! – сĕтеле пысăк чăмăрĕпе çине-çинех кĕрĕслеттерчĕ арçын. – Чунтан юратса тăнине, кашни пуса киле сĕтĕрсе, пурнăç никĕсне кунран-кун çирĕплетсе пынине акă мĕнлерех тав тăваççĕ мана хĕрарăмсем!..

– Гена, тархасшăн, итле ман сăмахсене, – упăшки лăпланса каясса шанса, унпа юнашар вырнаçрĕ Оксана. – Эсĕ шутланă пек, юхха хĕрарăм пулман эпĕ. Ĕнен: арçынсемпе асса çÿремелĕх вăхăтăм та пулман-çке манăн. Эпĕ пурĕ те вун саккăрта кăна-ха. Аттен-аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Вăтам шкул пĕтеричченех клуба та кăларман мана атте, каччăсемпе юнашар тăрса калаçса та курман. Мана, вун çиччĕри хĕре – ашшĕ-амăшĕн йăвинчен тин кăна вĕçсе тухнă айван кайăк чĕппине – Шупашкарти профтехучилищĕре повара вĕренсе тухас умĕн хулари пĕр предприяти директорĕн ывăлĕ качча илсе телей кÿрсе пурăнма шантарса сĕмсĕррĕн улталаса хăварчĕ. Çие юлнине сиссенех куçран йĕп пекех çухалчĕ пÿтсĕр йĕкĕт. Хăш-пĕр хĕр евĕр, больницăра аборт туса çĕнĕрен таса хĕрсен шутне кĕме шутламарăм. Шеллерĕм хам чун панă тĕпренчĕке. Çутă тĕнчене килме тапаçланакан пепкене кун çути кăтартасах терĕм. Çитменнине, пĕрремĕшне пăрахсан, упăшкана ачапа савăнтарас телей ĕмĕрлĕхех сÿнме пултарать. Çие юлни пирки каласан атте килтен хăваласа кăларчĕ. Нимĕнле юхха та пулман эпĕ, Гена. Пĕр чунсăр çын мăшкăлне тÿснĕ хĕрарăм кăна. Килÿнтен ан хăваласам мана. Эпĕ саншăн ĕмĕрлĕхех пĕтĕм чун-вартан парăннă арăм пулăп. Пулни-иртнишĕн каçарсам. Ку вăл санпа тĕл пуличчен пулнă.

Арăмĕн калавне куçĕсене хупса итлесе ларнăскер, ыйхăран сасартăк вăранса кайнă евĕр, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе карт! туртăнса илнĕ хыççăн Гена васкамасăр пуçне çĕклесе Оксана çинелле тинкерчĕ. Унăн шывланнă куçĕсенче çĕнĕрен ырă хĕлхем ялкăшнине асăрхарĕ арăмĕ.

– Чăнахах никампа та улталамăн-и мана;

– Никампа та!

– Чĕререн шанатăп сана, Оксана. Тавтапуç сана пĕтĕмпех тĕрĕссипе каласа панăшăн, чунăма лăплантарнăшăн. Эсĕ пурнăçра арçынпа пĕртен-пĕрре кăна улталаннине те ĕненетĕп.

Ку сăмахсем хыççăн хĕрарăмăн чунĕнче сисĕни-сисĕнми пĕчĕк шанчăк çуначĕсем сарăлчĕç.

– Ăçта-ха санăн хĕр ачу; – кĕтмен-туман çĕртен кăсăкланса ыйтрĕ упăшки.

– Больницăри ача-пăча уйрăмĕнче пĕчченех пурăнать.

Çакна каласан упăшки пĕр тăхтаса тăмасăр машинăпа больницăна тухса каясси, унтан пĕчченлĕхре асапланакан Катьăна киле илсе килесси пирки каласа савăнтарасса тем пекех кĕтрĕ хĕрарăм.

– Оксана, сана тĕрĕссине калама тивет, – малалла калаçрĕ упăшки. – Эсĕ ыйтнă пек, ют ачана хам çемьене йышăнма пултараймастăп эпĕ. Манăн икĕ ача пур ĕнтĕ. Ку вăл маншăн хальлĕхе çителĕклĕ. Тепĕр пилĕк-ултă çултан ача çуратса парăн та, пăнчă лартăпăр...

Çакна илтсен Оксана аллипе питне хупларĕ те диван çине тăсăлса выртса пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене йĕме пуçларĕ.

– Хĕр пĕрчийĕм манăн, пĕчĕк пепкеçĕм... – куççуль витĕр пăшăлтатрĕ çамрăк хĕрарăм. – Çак самантра тем пекех кĕтетĕн пулĕ хăвăн аннÿне. Эпĕ сан патран килнĕренпе купарчу йĕпеннипе канăçсăрланатăн, хырăму выçнипе макăратăн пулĕ...

– Ытлашши татăлса ан йĕр-ха, – диван çине ларса, арăмне лăплантарма тăрăшрĕ Гена. – Ăнлан: санăн ачуна киле илсе килсен маншăн пысăк проблемăсем пуçланĕç: ăçтан, камран; Хĕр пуçăн ача çуратнăскере качча илнине хăш-пĕр юлташăмсем ăнланмĕç те. Хамран тăван мар ачана йышăнма чĕреме те хистеме пултараймастăп. Хăш енĕпе пăхсан та хĕр ачуна илсе килме май çук. Хăв та ун патне текех ура ярса ан пус. Кун пирки сас-хура тухсан, пĕтрĕ пуç. Хĕр ачу патне кайса чĕрÿне хускатнă эсĕ паян. Урăхран ан кай больницăна. Манăçать майĕпен. Çуралнăскер, пурăнĕ-ха ачу. Тен, кам-тăр усрава илĕ. Илмесен, Улатăрти ача çуртне ăсатĕç. Паллах, шел хĕр ачуна. Анчах çакнашкал нушаллă хĕрарăмсен йышĕнче эсĕ пĕр-пĕччен мар...

Гена хăйĕн калаçăвĕ вĕçленнине систерсе, пÿлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ хутлама пуçларĕ.

– Паян пĕр чаплă хыпарпа савăнтарасшăнччĕ сана, – çĕнĕрен калаçма пуçларĕ упăшки. – Канара утравĕсем çинче канма икĕ путевка туянма май килчĕ. Унта çитес эрнерех тухса каймалла. Мĕн тери мухтаса çыраççĕ хаçатсем çак юмахри пек илемлĕ утравсене! Эпĕ авланнине пурте пĕлмеççĕ-ха. Путевкăсем сутакан бюрорах мана пĕр çамрăк арçын çич-сакăр хĕр фотоÿкерчĕкне кăтартрĕ. Çÿллĕ те яштака хĕрсене, плавкипе лифчик вĕççĕн ÿкерсе илнĕскерсене, пĕринчен теприне ытараймăн. Вĕсенчен кашниех пĕр-пĕр хусах предпринимательпе Канара утравĕсем çине тухса кайма хатĕр-мĕн. Çак асамлă вырăн – хĕрарăм ĕмĕчĕ! Каяр тухса çав утравсем çине, савнă мăшăрăм. Унта санăн хуйху-суйху та манăçĕ, чĕре ыратăвĕ çăмăлланĕ...

– Хĕр пĕрчийĕм юнашар пулмасан манăн чĕрем суранне нимĕнле курортсем те тÿрлетеймĕç.

– Эсĕ пымасан, каялла тавăрса парăп путевкăсене.

– Мĕнле шутлатăн – çапла ту. Ку манăн ĕç мар.

– Эпĕ сана текех кирлĕ мар-им, Оксана;

– Çак хваттерте манăн хĕрĕм пулмасан, кунта эпĕ хам та юлмастăп.

– Каçар, Оксана, эпĕ хĕрарăм умĕнче пуç çапакан тата чĕркуççи çине ларакан арçынсен шутне кĕместĕп. Кунашкал хăтланасси манăн характерта мар. Сана телейлĕ тăвассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшрăм эпĕ. Водительсен кĕске курсĕнче вĕрентсе ют патшалăхра туса кăларнă икĕ вырăнлă шурă кабриолет парнелес ĕмĕтĕм те пурччĕ.

– Ман тавра ылтăн шăранчăкĕсем купаласа хурсан та Катьăсăр пуçне нихăçан та телейлĕ хĕрарăм пулаймăп эпĕ...

– Апла пулсан, хăвăн ирĕкÿ, эпĕ сана хам çумма çыхса хума пултараймастăп, – пиншак кĕсйинчен пысăк уçă кăларса сейф патнелле сулмаклă утăмсемпе утса кайрĕ Гена. Унтан хут укçасен виçĕ пачкине илсе Оксана пуç вĕçне хучĕ. – Кĕçĕр лайăх шутла: юлма шутласан, укçа пачкисене ирхине сейф тăррине хур, кăмăлу пулмасан, вĕсен вырăнне хваттер уççине хăвар. Çак укçа хĕр ачупа иксĕре малтанлăха пурăнма çитмелле. Хăвăнпа пĕрле чăматанпа пысăк сумка илме пултаратăн. Малашне манăн мăшăрăм пулма килĕшмесен, ыран ирпе хваттертен пĕрле тухатпăр та, иксĕмĕр икĕ еннелле саланатпăр.

– Шухăшна улăштармастăн апла эсĕ, Гена;

– Çук.

– Гена, каçар мана, эпĕ урăхла тума пултараймастăп. Катьăпа иксĕмĕр – пĕтĕмĕшле пĕр организм эпир. Пире уйăрма май çук.

(Малалли пулать).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика