03 апреля 2013 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пурăнакансен обществăлла транспортпа çÿренĕ чухне универсаллă электронлă картăпа усă курмалли майсем уçăлчĕç. Çакнашкал çул-йĕре республикăра февраль уйăхĕнчех тĕрĕслесе пăхнă. Тĕрĕслевсем универсаллă электронлă картăсем (УЭК) транспортпа çÿреме май панине çирĕплетсе панă. Апрелĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Информаци политикин министерстви çак сăлтавпа брифинг пуçтарнă. Унта Чăваш Енри Транспорт министерствин тата Сывлăх Сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Медицинăн информаципе аналитика центрĕ" бюджет учрежденийĕн представителĕсем хутшăннă.
Универсаллă электронлă карта илнĕ граждансем уполномочиллĕ организацие çитсе, транспорт хушăмне (приложение) активизацилеме пултараççĕ. Çак процедура ансат, вăл 10 минутран ытла йышăнмасть.
Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре укçа тÿлемесĕр транспортпа çÿреме транспорт картине – электронлă енчĕк туса кăларнă пулнă. Ăна универсаллă электронлă картăсем валли никĕс хатĕрлес, проекта çăмăлтарах кĕрес тĕллевпе хатĕрленĕ. Çакна та палăртмалла: обществăлла транспортра çĕнĕлĕхпе усă курнă чухне çул укçи пĕр тенкĕ йÿнĕрех ларать.
2013 çул пуçламăшĕнчен тытăнса универсаллă электронлă карта илме республикăра пурăнакансенчен пурĕ 500 заявлени йышăннă, 130 çын ытла алла карта илнĕ, вĕсемпе усă кураççĕ те ĕнтĕ.
Çĕнĕлĕхпе усă курас, универсаллă электронлă карта илес текен çынсен "вĕри линин" телефонĕпе (32-01-00) çыхăнмалла.