03 апреля 2013 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 20-37 номерсенче).
– Эсĕ мана ăнланасса шанатăп. Çак хваттертен халех тухса каятăп. Кĕçĕр больницăна çитсе выртатăп та, ыран ирпе тăван яла çул тытăпăр хĕр пĕрчипе. Тепĕр хут каçар мана. Эсĕ ман хĕр ачана йышăнасса питĕ шаннăччĕ...
Оксана васкамасăр диван çинчен тăчĕ те хыпăнсах хăйĕн япалисене пуçтарма пуçларĕ. Упăшки парнеленĕ хитре кĕпе-тумтире тирпейлĕн айккинелле пăра-пăра хăварчĕ вăл.
–Пĕр-пĕринчен мирлĕн те шăв-шавсăр уйрăлар, – тулли чăматанпа пысăк сумкана алăк умне куçарса лартрĕ Гена. – Пĕрремĕшпе тавлашу-хирĕçÿпе уйрăлтăмăр та, кайран больницăра выртсах нервăсене лăплантарма тиврĕ. Çĕр-каçа шухăшна улăштарсан, ирхине шăнкăравла. Машинăпах пырса илĕп.
– Сывă пул. Ман çине çилленсе ан пурăн, пуриншĕн те тепĕр хут каçар...
– Больницăна машинăпах леçсе ярас-и;
– Çук, çук, кирлĕ мар. Хамах çитетĕп.
Пĕр аллине – чăматан, теприне сумка тытса Оксана троллейбуссем чарăнакан вырăналла утрĕ. "Нимĕнле хваттерпе машина та, хаклă япаласемпе Канара утравĕсем те кирлĕ мар мана, – сехет евĕр пĕр тикĕс шаккарĕ тăнлавра. – Манăн чи хаклă мул-тупрам – пĕчĕк хĕр пĕрчийĕм..." Малашне Катя яланах хăй çумĕнче пуласси пирки шутласанах Оксанăн куçĕсем тулли телейпе çиçрĕç, ачаш туйăмсем пĕтĕм ÿт-пĕве ытарлăн çупăрларĕç...
х х х
– Çитрĕр-им-ха манăн хаклă чĕппĕмсем! – хавассăн кĕтсе илчĕ вĕсене тăван кил умĕнче амăшĕ тата кукамăшĕ. – Ачуна больницăна кайса илни лайăх-ха ку. Эсĕ çуратнă хыççăн тепрер уйăхранах тухрĕ ялта сас-хура. Урамра пĕр утăм та тума памаççĕ вĕт. Çăвар уççи – хĕрÿ ачине больницăра пăрахса хăварнă, теççĕ.
– Хĕр ача больницăра пурăннă вăхăтра пĕрре те лăпкă ыйха путса курман эпĕ, анне. Халĕ тинех чунăм канăçлă ĕнтĕ.
– Мĕн, амăшĕ тата кукамăшĕпе кукашшĕ çук-и Катьăн, ăна больницăра сĕм-тăлăх усрама; – хĕр пĕрчине хăй аллине илчĕ кукамăшĕ. – Кур-ха, пире итленĕ май кулать тата хăй. Пĕчĕк пулсан та, сисет, туять вăл тăван кил-йыш ăшшине. Упăшку йышăнмарĕ пулĕ çав ют ачана;
– Çук. Ăна хам кăна, ачасăр, кирлĕ эпĕ. Пăрахсах килтĕм ун патĕнчен. Катьăсăр эпĕ çăтмахра та телейлĕ пулас çук.
– Эй, мĕн калан, хĕрĕм. Ача вăл кушак çури мар-çке. Пĕр шухăшсăр пăрахса хăварма çук ăна.
– Атте апата килмен-им;
– Вăл паян хăйĕн машинипе Канашах тухса кайнă-ха. Каçсăр таврăнмасть.
– Мана каллех килтен хăваламĕ-ши атте;
– Эх, мĕн калаçан, хĕрĕм. Ачуна больницăна пăрахса хăварнă текен хыпар хăлхине кĕрсен, вăл питĕ хытă пăшăрханчĕ. "Хĕре килтен хăваламалла марччĕ, – терĕ вăл. – Мана пулах вăл хăйĕн ачине йышăнман ĕнтĕ». Шупашкара рейса кайсан аçу иксĕре те киле лартса килесшĕнччĕ-ха.
– Чăнахах каçарнă-и мана атте; – амăшне тÿрех ыталаса илчĕ хĕрĕ.
– Чăнах пулмасăр. Ара, эсĕ пирĕн пĕртен-пĕр хĕрĕмĕр-çке. Чим, Катьăна пÿрте кĕрсе вырăн çине вырттарар-ха. Кĕлетрен санăн тахçанхи сăпкуна илсе кĕрсе çакăпăр. Кунта хулара мар вĕт: Катя сăпка çинче канăçлăн сике-сике ÿстĕр.
Амăшĕпе хĕрĕ кĕске вăхăтрах мачча каштинчи тимрĕç лаççинче тутарнă тĕреклĕ пăта çине хуп сăпка майлаштарса çакрĕç, Катьăна тăрантарнă хыççăн унта куçарса вырттарчĕç. Сăпка пружини лăстăр-лăстăр тăсăлса пĕрĕннĕ май хĕр пĕрчи ерипен тарăн ыйха путрĕ. Çутă тĕнчене килнĕренпе пĕрремĕш хут лăпкă та канăçлă ыйхăпа çывăрать чун тĕпренчĕкĕ, тĕлĕкĕнче, амăшĕ пекех пит çинче икĕ пĕчĕк путăк хăварса, телейлĕн кула-кула илет.
– Каçар, хĕр пĕрчийĕм... – ача кăкăрĕ çине шăпăртатрĕ амăшĕн шултра куççулĕ. – Сана виçĕ уйăх хушши сĕм-тăлăх усранăшăн, пĕчченлĕхре асаплантарнăшăн каçар...
– Пип! Пи-и-п! турĕ урамра автомашина сигналĕн сасси.
Оксана чÿрече умне чупса пырса кантăка яриех уçса ячĕ те УАЗ-469 автомашина кабининчен васкамасăр коллективлă предприятин тĕп агрономĕ Петр Атнашкин тухнине курчĕ. Тусанланнă ботинкăпа хăй. Унăн килĕшÿллĕ сăн-пичĕ июнь уйăхĕнчи кăвар пек хĕртекен хĕвел пайăркисемпе пиçсе хуралнă, шурă карттус кăсăрукĕ айĕнчи куçĕсем вара савăнăçлăн йăлкăшса çиçеççĕ. Ахăртнех, вăл халĕ çеç тăван хуçалăх уй-хирĕсенчи ешĕл калчасене пăхса çаврăннă пулас. Пысăк тухăç пама шантаракан тырă уйĕсем унăн кăмăлне вышкайсăр хăпартлантарса янă ĕнтĕ. Чăн-чăн çĕр хуçи. Шăпăр-шăпăр тар тăкса çăкăр çитĕнтерекен уй-хир ĕçченĕ. Асаттесемпе кукаçисен пархатарлă ĕçне малалла тăсса, çĕрĕç культурине пуянлатса пыракан тĕп специалист. Кунĕн-çĕрĕн çил хăваласа çÿрекен Федьăна тата япшар тумтирлĕ Генăна Петьăпа танлаштарса пăхрĕ те Оксана, вĕсем, ытларах сулхăн вырăна килĕштерекенсем, агроном умĕнче ытла та имшеркке, чунĕсемпе нишлĕ курăнчĕç. Çамрăк хĕрарăмăн хăвăртрах урама вирхĕнсе тухса ĕçчен те сăпайлă, чунĕпе илемлĕ каччăна ыталаса илес, пĕр ăна кăна кăмăллани çинчен систерес килчĕ. Çук-ха, аплах юрамĕ. Мĕн ĕçпе çÿрет-ши тата; Петя çутă çивиттиллĕ хапхан кĕçĕн алăкĕ çине канăçсăррăн пăха-пăха илчĕ. Паллах, унтан Оксана тухасса чăтăмсăррăн кĕтет вăл. Кантăкран хăйне тимлĕн сăнаса тăракан чиперккене курсан Петя тăруках вăтанса кайрĕ, карттусне хывса сап-сарă çÿçне сылтăмалла шăлса хучĕ.
(Малалли пулать).