Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă космоса тухнă

21 ноября 2012 г.

1965 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче Байконур космодромĕнчен «Восход-2» космос карапне вĕçтерсе янă. Унăн экипажĕн йышĕнче карап командирĕ Павел Беляев тата иккĕмĕш пилот Алексей Леонов пулнă.

Алексей Леонов уçă космоса тухас умĕн Павел Беляев та скафандр тăхăннă. Космос вĕçевĕнче кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан унăн Леонова карапа таврăнма пулăшмалла пулнă. Уçă космоса тухас умĕн çак процедурăна çĕр çинчи тренировкăсенче тĕплĕн тĕпчесе пурнăçланă, кайран самолет борчĕ çинче те пысăк çÿллĕшре тĕрĕслесе пăхнă.

Орбитăна тухсанах космонавтсем уçă космоса тухма хатĕрленме тытăннă. Беляев Леонова скафандр тăхăнма, аварилле кислород балонне çирĕплетме пулăшнă. Кун хыççăн Леонов карапăн ятарласа тунă шлюзĕнчен уçă космоса тухнă. Вунă минутран космонавт хăйĕн скафандрĕ çинче пысăк улшăнусем асăрханă. Космос вакуумĕн условийĕсенче вăл тулса кайнă, космонавта хусканусем тума чăрмантарнă. Перчеткисем те пысăкланнă, пÿрнисем хускалми пулнă. Кун хыççăн Леонов, космос вĕçевне çĕр çинчен йĕркелесе тăракан центрпа калаçса татăлмасăрах, ятарлă клапанпа усă курса скафандрти давление виçĕ хута яхăн чакарнă.

Скафандр размерĕ пысăкланса кайнине пула карап çине каялла таврăнассинче те чăрмав сиксе тухнă – Леонов люкран аран-аран хĕсĕнкелесе кĕнĕ. Тĕнчере пĕрремĕш хут çын уçă космосра çÿресси 20 минута яхăн тăсăлнă.

Анчах йывăрлăхсем кунпа кăна пĕтмен-ха. Çĕр çине таврăнас умĕн карапăн автоматикăлла ориентаци системи стройран тухни палăрнă. Çакна пула космонавтсен çĕр йĕри-тавра тата икĕ çаврăм тума, çĕр çине анмалли ориентаци системин механизмне алă вĕççĕн йĕркелесе тăма, тормоз двигательне ĕçлеттерсе яма тивнĕ. Çавна май космос карапĕ палăртнă районтан аякра, тарăн юрлă вăрмана анса ларнă. Пĕрремĕш пулăшăва вĕсем пĕр талăкран, вăрман касакансенчен илнĕ. Вĕсене илме вертолетсем виççĕмĕш кунне кăна килнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика