21 ноября 2012 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 136-140 номерсенче.)
– Атте, аннене пĕрле илсе каятпăр-и вара; – ашшĕ каллех чĕнмесĕр ирттерсе ярасран хăранипе, хăюсăррăн ыйтрĕ Женя.
– Каятпăр, ывăлăм, виçсĕмĕр те пĕрлех каятпăр, – ывăлне çĕклесе илсе, ăна пĕр вырăнта вăр! та вăр! çавăрса илчĕ ашшĕ. – Аннÿсĕр мĕнле пурăнăпăр-ха эпир;
Çакна илтсен, Дашăн сарăхса тĕксĕмленнĕ тăрăхларах пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ йăрăлтатса анчĕ, салхуллăн пăхнă куçĕсем унчченхи ачашлăхпа тулчĕç.
– Алеша, таса чĕрепе калатăн-и эсĕ çак сăмахсене; – упăшки каланине çав-çавах ĕненмесĕр тăчĕ арăмĕ.
– Аллăмсене чĕре çумне хурса калатăп: хулана виçсĕмĕр те пĕрле каятпăр, – ерипен ура çине тăнă мăшăрне ыталаса илчĕ Алмазов. – Ывăла – амăшĕ, мана арăм кирлĕ. Сирĕнсĕр пурăнаймастăп эпĕ.
– Усал шĕвек çинчен эпĕ урăхран нихăçан та аса илмĕп, унăн пĕр тумламне те ĕçмĕп. Шанатăн-и мана, Алеша;
– Кун пирки иккĕленÿ çук.
– Манăн варта ют арçын ачи выртать-çке. Куншăн кайран сăмахламăн-и;
– Ачашăн пĕр сăмах та каламăп.
– Чĕререн шанатăп сана, капитан. Пĕлетĕн-и, Алеша, мана ялта халь те пурте "капитан арăмĕ", теççĕ.
– Ку начар ят мар, Дашенька.
– Пачах урăхла – çакă мана савăнтарать кăна.
– Çак çул вĕçĕнче манăн майор званийĕ илме срок çитет. Килес çул эпир яла отпуска килес пулсан, сан çинчен çав-çавах "капитан арăмĕ" тесе калĕç-ши;
– Пĕлместĕп. Эх, Алеша, эсĕ майора тухнине курасси пулмасть пуль манран. Питĕ хăрушă чир çыпăçрĕ-çке ман çумма...
– Сывлăх пирки пăшăрханма кирлĕ мар, савнă мăшăрăм. Ыранах Первоуральск хулине тухса каятпăр. Çитсенех больницăна çул тытатпăр. Сан юнра халь алкоголь шĕвекĕ çÿрени те пĕвере йывăрлăх кÿрет.
– Тавтапуç ырă сăмахусемшĕн. Лайăх упăшка тĕлне пулнишĕн, вăл мана ăнланнишĕн питĕ савăнатăп. Алеша, халĕ мунча хутса ямăн-и; Манăн çăвăнас, таса кĕпе-йĕм тăхăнас килет.
– Тĕрĕсех шутлатăн эсĕ. Халĕ выртса кан, Дашенька, мунча кĕриччен кăштах вăй пух. Кучченеçсем ас тивсе пăхмăн-и;
– Кайран, мунча хыççăн. Хальлĕхе нимĕн те çиес килмест.
– Эпир Женьăпа ĕçе пуçăнатпăр эппин. Каçчен çăвăнса тухăпăр вара.
Çуллахи ăшă каç пĕтĕм тавралăха хăйĕн хура чаршавне карса тухнă тĕле Алмазовсен пĕчĕк çемйи мунчаран çăвăнса тухрĕ. Сĕтел хушшинче техĕмлĕ чейпе тата тутлă кучченеçсемпе сăйланса ларнă вăхăтра Алексей хăйĕн мăшăрĕ çине ытараймасăр пăхрĕ. Мунчара сăн-питне хĕрлĕ тĕс çапнăскер, хуларан илсе килнĕ шурă атлас кĕпе тăхăннăскер, Даша хĕр чухнехи вăхăта çывăххăн аса илтерчĕ. Пĕчĕк Женьăна, сĕтел хушшинчех ыйхă пуснăскере, йывăç кравать çине тирпейлесе вырттарсан кил хуçипе арăмĕ те çывăрма хатĕрленчĕç.
Ырă шăршăллă, таса çиттиллĕ тимĕр кравать çине выртнă-выртман çамрăк арçынпа хĕрарăмăн тутисем кăвар евĕр вĕриленчĕç, иккĕшĕ те тахçантанпах пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнĕскерсем, тÿрех савăшу асамлăхне кĕрсе кайрĕç...
– Алеша, питĕ юрататăп эпĕ сана, – упăшкин çара кăкăрĕ çине пуçне хурса шăппăн калаçрĕ Даша. – Акă, эсĕ таврăнтăн та, ман умра çутă тĕнче илемлĕхĕ яр уççăн курăнса кайрĕ. Мунчаран çăвăнса тухни хам çинчен чун-чĕре тата ÿт-пÿ тасамарлăхĕн кĕпине хывса ывăтнă пекех пулчĕ. Халĕ хама та çăмăлрах туятăп. Хулара сана пĕтĕм чунпа парăннă арăм пулăттăм эпĕ, маншăн санăн пит-куçу хĕрелмелле пулмĕччĕ. Анчах...
– Даша, ан кулян, хулари больницăра – опытлă врачсем. Кайран сана санаторие сипленме вырнаçтарăп. Акă, эпĕ сывалтăм-çке.
– Алеша, çак тĕнчере пурăннă вăхăтра эпир пурнăç мĕн тери илемлĕ пулнине асăрхамастпăр темелле. Мунчана çăвăнма кĕрес умĕн темле курăнман вăй мана пĕчĕк пахчана илсе тухрĕ. Çатан карта çумĕнченех пуçланакан ешĕл улăхра кунĕпех сиплĕ курăк çисе çиллисене туллин карăнтарнă ĕнесем макăрса васкавлăн ял еннелле утни, хыçалта пыракан ача-кĕтÿçĕ хăйĕн пушшине каçхи сывлăша çурса хыттăн шартлаттарни тахçан темле кĕнекере курнă хитре ÿкерчĕке аса илтерчĕ. Хыр тăрăхĕн симĕс тÿшекĕ çине ларса канма хатĕрленекен ĕшенчĕк хĕвелĕн вăйсăрланнă шевлисем улăхпа пахчасем, çуртсемпе лупассен çивиттийĕсем çийĕн илемлĕн ташланине сăнаса тăрсан, ÿт-пĕве ăшă туйăмсем çупăрларĕç. Чиркĕвĕн кăвак куполне аса илтерекен тÿпе пĕтĕм тавралăха хăйĕн ытамне илнĕ... Çак пĕтĕмĕшле хитре ÿкерчĕкпе вĕç-хĕррисĕр киленес килет. Хăв çак çутă тĕнчере пурăннишĕн, унăн вун-вун тĕссемлĕ илемне туйма пултарнишĕн чун-чĕрере вышкайсăр пысăк мăнаçлăх çĕкленет. Чăтайманнипе, калушпа чăлхана хыврăм та пĕчĕк пахча тавра çара уран утса çаврăнтăм. Ăшă çĕр ÿт-пĕве çĕнĕ вăй панăн туйăнчĕ. Пĕчĕк ывăлпа сан çинчен аса илсен вара çак тĕнче темиçе хут илемлĕрех курăнчĕ. Шел, сывлăха пĕтĕмпе çухатсан кăна асăрхама пултартăм эпĕ çакна. Юратнă çыннăн вĕри ытамĕнче пулни, вăл хăлха çумĕнче çепĕç сăмахсем пăшăлтатни хăех мĕне тăрать! Ывăл тĕпренчĕкĕ чĕвĕлтетсе калаçни, вăл çумра мăшăлтатса çывăрни вара чуна канăçлăх кÿрет. Лайăх сывлăхпа çÿренĕ чухне мĕншĕн туймарăм-ши пурнăç илемне; Ун чухне, паллах, эрех-ханшаран пăрăнса, сывлăха упраса, таса ятăм вараланасран сыхланса пурăннă пулăттăм...
(Малалли пулать.)