Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнине вăхăтра пурнăçламалла

24 ноября 2012 г.

 

ЮН КУН Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев информаци тата навигаци пулăшу ĕçĕсен аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх – республикăра "Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика тата инноваци аталанăвĕн интересĕсене тĕпе хурса ГЛОНАСС тытăмĕпе тата космос ĕç-хĕлĕн ытти кăтартăвĕпе усă курса геоинформаци тивĕçтерĕвне тата навигаци инфратытăмне аталантарасси" çумпрограммăна çирĕплетнĕ. Çавăн пекех "НИС" АУОпа пĕрле "Чăваш Республикин навигаципе информаци центрĕ" АУО туса хума йышăннă.

Транспорт министрĕ Михаил Янковский паянхи кун тĕлне ГЛОНАСС тытăмĕпе Чăваш Енĕн влаç органĕсен 1045 (56:), васкавлă медпулăшăвĕн 248 (100:) автомобильне, 315 шкул автобусне (95:), Чăвашавтотрансăн 516 транспорт хатĕрне (100:) тивĕçтернине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх – васкавлă медпулăшăвăн планпа пăхнă 32 станцийĕнчен 4-шĕнче ГЛОНАСС спутник навигацийĕн аппаратурине вырнаçтарнă.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх – регионсенче спутник навигацийĕн тытăмĕсене ĕçе кĕртмешкĕн федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 3 млрд тенке яхăн уйăраççĕ. Çавна май 2013 çулта Чăваш Ене 45 млн тенкĕ патнелле пама палăртнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика