24 ноября 2012 г.
ПУЯНКАССИНЧЕ пурăнакан Тимофеевсене чăн-чăн хресченсем тесе калас килет. Федор Алексеевичпа Людмила Владимировна килти хушма хуçалăха аталантарсах пыраççĕ. Вĕсем хăйсен хуçалăхĕнче лаша, икĕ ĕне, качака, икĕ çăвăрлакан сысна, кăрккасем, хурсем, чăх-чĕп усраççĕ. Ĕçчен мăшăр выльăх-чĕрлĕхе юратса пăхать, вĕсемпе çынпа калаçнă пек калаçать.
Кил-çуртра, картиш-пахчара вĕсен яланах тирпейлĕ те илемлĕ. Вĕсем пур ĕçе те шăкăл-шăкăл калаçса, юрла-юрла пурнăçлаççĕ.
Пултаруллă хуçасем ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем ялти "Ахаяс" фольклор ушкăнне çÿреççĕ, хăйсен юрри-ташшипе куракансене савăнтараççĕ.